Пăшăрхантаракан ыйтупа – Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне
Пăшăрхантаракан ыйтупа пулăшу ыйтма – Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне. Паян Олег Николаев республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. «Халăх пуçарăвĕ» программăпа çыхăннă ĕçсене палăртасси, шырав отрядне аталантарасси, пурăнакан çурт-йĕрте тĕплĕ юсав иртересси тата ытти те. Канăç паман ыйтусене татса пама аслă ăру çыннисемпе пĕрлех çамрăксем те васкарĕç Регион ертӳçипе куçа-куçăн тĕл пулас текенсене тĕрлĕ ыйту шухăшлаттарть.
Раççейри «ЛизаАлерт» шырав отрячĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕ Анастасия Филиппова, сăмахран, сĕнÿпе килнĕ. Çын хыпарсăр çухалсан ăна шыракансем тÿрех «112» номерпе шăнкăравлаççĕ. Шырав отрячĕ вара çак инкек çинчен чылай чухне 2-3 кун иртсен çеç пĕлет. Вăхăта çухтанипе пĕрлех çын пурнăçĕ те татăлма пултарать, çавăнпа шырава отряд хастарĕсене те тӳрех пуçăнсан аванрах, палăртрĕ пике. Çак ыйтăва татса пама Олег Алексеевич Чăваш Республикин синкерлĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕнчĕ.
Галина Кольцова вара Етĕрне тăрăхĕнченех çитнĕ. «Халăх пуçарăвĕ» программа пулăшнипе вăл пурăнакан Хурамалăх ялĕнче шыв башни çĕкленĕ пулнă. Анчах, унта скважина пулманнине кура пăтăрмах сиксе тухнă, çавăнпа та халăх патне чылай вăхăт ĕнтĕ таса мар шыв çитет.
ГАЛИНА КОЛЬЦОВА: «Башня валли проект тунă чухне миллион та 200-лĕх проект тунăччĕ, çав укçапа скважина тасатма та, башня лартма та çитетчĕ, халь хаксем хăпарса кайнипе пирĕн башня лартма çеç çитрĕ укçа. Енчен те башньăн хуçи пулчĕ пулсан, ĕçсем малалла каяççĕ пуль тесе шутлатăп».
Галина Петровнăн пăшăрханăвне те республика ертÿçи айккинче хăвармарĕ. – Ĕçĕсене мĕнле тунине тĕрĕслетпĕр, мĕншĕн тесен башнине лартнă хыççăн шывĕ каймасть пулсан, паллах, кунта проектне тĕрĕсмартарах тунă, мĕншĕн тесен проектра скважинине тасатмалли ĕçсем кĕртсе хăвармалла пулнă. Çавна туманни пирки сирĕн паян башни пур, шывĕ – çук. Нумай ачаллă çемьесене пулăшу кӳресси, çурт управленийĕн компанийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас текенсем те çитрĕç тĕлпулăва. Олег Алексеевич кашни ыйтăвах тивĕçлĕ хурав пачĕ. Çитес вăхăтра вара йышăну кунĕнче итленĕ пăшăрхантаракан самантсене лайăх енелле улăштарас енĕпе ĕçлĕç.