Чӑваш тӗррин кунӗ умӗн Олег Николаев «Тĕрĕпе çуралнăскер» акцине уҫнă

Чӑваш тӗррин кунӗ умӗн Олег Николаев «Тĕрĕпе çуралнăскер» акцине  уҫнă

Чăваш тĕррин кунне халалласа Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче паллă пулăм пулса иртнĕ. Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче тин ҫеҫ кун ҫути куракан мĕн пур пепкене хăйне евĕр парнепе – пĕчĕк ачан наци тĕрриллĕ кĕпипе – савăнтараççĕ. Парнесене ыран чыслама, паян парнелĕх япаласене (тĕрĕллĕ хутаçра çавăн пекех чăваш тĕрри-çĕввине халалланă кĕнеке, тетте) республикăри ача çуратмалли çуртсен тĕп тухтăрĕсен аллине панă.

Уява пухăннисене Олег Николаев ăшшăн саламланă, Чăваш тĕррин кунне йышăннă уяв чăваш чĕлхине, йăли-йĕркипе культурине аталантарма витĕм кӳнине палăртнă. Тăван чĕлхепе культурăна юратма анчах мар, ăна ăша хывса ламран-лама куҫарса пыма та пулăшассине асăннă. Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет.

«Чăваш тĕрри – пирĕн халăхăн кун-çулĕпе паллаштаракан авалхи йăла-йĕрке. Вăл куçа илĕртнисĕр пуçне ăс-тăна та канăç памасть – несĕлсен пурнăçĕ çинчен шухăшлаттарать. Пысăк ăсталăха халалласа ятарлă уяв палăртнине питех те тĕрĕс утăм пек хаклатăп. Çак кун çут тĕнче куракан пепкесене тĕрĕллĕ çи-пуç парнелени вара вĕсене тăван халăхĕ пĕрремĕш кунах хӳтлĕхе илнипе тан», – палăртнă Олег Николаев уява пухăннисене саламланă май.

Пĕлтĕр Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци пурнăҫа кĕчĕ.  Чăваш тĕррин кунĕнче ҫурланă пепкесене чăваш эрешĕсемпе тĕрленĕ кипкесем парса чысласси сумлăн пурнăҫа кĕнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Ку ырă пулăма малашне те ҫулран-ҫул пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă. 

Чăваш тĕррине упрасси, ăна аталантарма условисем йĕркелесе пырасси – культура политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Асăннă ыйту ҫине патшалăх енчен те пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Чăваш тĕррин музейĕ Раҫҫейре пĕртен пĕрре шутланать.  Палăртма кăмăллă, кăҫал пуҫласа музейра чăваш тĕррисене вĕренме пулăшакан ятарлă шкул йĕркеленĕ.

Паян Любовь Вазюкова алă ăстин куравне республика Пуҫлăхĕ пăхса хакланă. Алă ĕҫ ăстисем, тĕрĕҫĕсем тĕлĕнмелле чаплă та илемлĕ эрешсем ăсталанă. Чăваш Енре Любовь Вазюковăна пĕлмен ҫын ҫук та пулĕ.  Вăл 65 ҫул тултарнă ятпа, палăртнă курава хатĕрлесе тăратнă. 

40 ҫул ĕнтĕ ылттăн алăллă тĕрĕҫĕ халăха хăйĕн ăста чăваш тĕррисемпе «тыткăна» илет.    Сахал мар куравсенче хăйĕн алă ĕҫ япалисене тăратнă.   Любовь Степанова хăйне евĕр, пысăк тавра курăмлă, пуян чун-чĕреллĕ ҫын. Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан кĕпе-тумтирсене те вăл чăваш эрешĕсемпе илем кĕртме тăрăшать, паха кĕпесем хатĕрлеме кулленех витĕм кӳме пикенет. Унăн ăсталăхне курса, илемĕпе мĕнпур халăх савăнать пулĕ. Пуканесене валли те чылай кĕпе-тумтир ҫĕлесе панă, вĕсенче пĕтĕмпех чăваш тĕрри тĕп вырăн йышăнать. Савăт-сапа ытти хатĕрсенче те чăваш тĕрри вăй илсе пырать. К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмăри  тĕп сăнар хăйне евĕр илĕртӳллĕ пулса тухнă, чăваш халăхĕн сăпайлă пики сăнарланнă.

Любовь Вазюкова чăваш тĕррин ҫăввипе кăна усă курасть кĕпесене илем кĕрессинче, ытти технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тĕрлĕ хатĕрсемпе ăсталаса пуянлатать. 



25 ноября 2021
18:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter