Мĕнле пуян чăваш тĕрри

Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паянхи кун та илĕртет. Çав иксӗлми пуянлӑха упраса хăварас тĕллевпе республикăра чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Пушкăрт Республикинче çуралнă, халĕ 50 çула яхăн Чăваш Енре пурăнакан Любовь Вазюкова шăпах тĕрлеме пĕлекенсен шутне кĕрет. Алшăлли, çивитти, кĕрӳ тутрисем, масмак тата ытти те. Чăваш тĕррин музейĕнче вăл тĕрленĕ ĕçсенчен «Тĕлĕнтермĕш тĕрĕ йĕрĕ» курав уçăлчĕ. Ăна Чăваш тĕррин кунне халалланă.



НТРК
25 ноября 2021
19:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter