«PRофи-21» конкурс финалисчӗсене палӑртнӑ

Чӑваш Енри тӗрлӗ организацире халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсем валли «PRофи-21» конкурс иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пултарулӑх ӑмӑртӑвне ирттересси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев PR-специалистсен кунӗнче алӑ пуснӑччӗ.

Конкурса пурӗ 79 ҫын заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 32-шӗ финала лекнӗ. Вӗсен ӗҫӗсене сумлӑ экспертсем хакланӑ. Финала лекнисен куҫа-куҫӑн тӗл пулса тупӑшма тивӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта чыслӗҫ.



Чăваш халăх сайчĕ
25 ноября 2021
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter