«Вăрçă ачисем» газ кĕртсе тăкакланнине бюджет саплаштарĕ

Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство икĕ саккун проектне ырларĕ тата Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕ. Çав шутра — граждансен уйрăм категорийĕсен çăмăллăхĕсене пырса тивекен тӳрлетӳсем.

Шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă полномочисене вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсен хушшинче пайлассине йĕркелекен саккун прекчĕпе паллаштарнă май строительство министрĕ Павел Данилов 8 муниципалитет полномочийĕсем Строймина куçассине палăртрĕ. Çав шутра — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрнар хула тăрăхĕсен тата Улатăр районĕнчи Кире, Канаш районĕнчи Шăхасан, Пăрачкав, Тăвай ял тăрăхĕсем. Шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă яваплăхран пуçласа инвестицисем хывасси таран — пĕтĕмпех министерство çине тиенет. Олег Николаев ку ыйтусем нумай муниципалитетшăн çивĕч пулни çинчен каларĕ, кранри шыв пахалăхне кăна мар, усă курнă шыва юхтарса кăларас ыйтусем тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Çакă экологипе тӳрремĕнех çыхăннă, çут çанталăка упрас енĕпе вара регион яланах çӳлти позицbсенче пулнă — çав шайран чакма юрамасть. Ырланă саккун прекчĕ çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле.

Муниципалитетсем пĕрлешнипе йĕркеленнĕ муниципалитет округĕсене хавхалантарма дотаци уйăрасси тавлаштармарĕ. Сăмах Красноармейскисемпе Çĕмĕрлесем пирки пырать. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков вĕсене 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарассине çирĕплетрĕ. Укçана çитес çулхи бюджет проектĕнче пăхса хăварнă.
Граждансен уйрăм категорийĕсене çуртсене газификацилеме патшалăх енчен пулăшассине те хăвăрт татса пачĕç. Вĕсем 2021 тата 2022 çулсенче газ кăмаки, плити, счетчик туянма хывнă укçан пĕр пайне саплаштарĕç. Тӳлев виçи 20 пин тенкĕрен пысăк пулмалла мар. Строймин тунă прогнозпа килĕшӳллĕн çак пулăшупа усă куракансен йышĕ пысăк мар — 163 çынпа танлашĕ. Газ оборудованийĕ туянса тăкакланнине саплаштармалли расхутсене 3,3 миллион тенкĕ шайĕнче палăртнă.

Олег Николаев çак çăмăллăхсемпе усă курма пултаракансен шутне «вăрçă ачисем» кĕнине кăмăллăн палăртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта вĕсене укçан мар çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ, халь акă тенкĕпе виçмелли пулăшу мери те пулать.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова та тăкаксене саплаштарас ыйтăва çĕклерĕ. Сăмах — тĕш тырă культурисен производcтвин тăкакĕсене саплаштарасси пирки. Кунашкал йĕрке хальччен те пулнă, Правительство йышăнăвне кĕртнĕ улшăнусем вара уйрăм самантсене уçăмлатаççĕ. Субсиди виçине иртнĕ çулхи тырпулăн çитĕнтернĕ тата сутнă 1 тонни валли кайнă тăкаксене кура палăртĕç. Республика бюджетĕнче тĕш тырă çитĕнтерессине пулăшма 46 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Инна Волкова кăçал çак укçапа туллин усă курассине çирĕплетрĕ — ăна илме пултаракан хуçалăхсемпе фермерсен йышĕ 200 яхăнах пулма пултарать, вĕсем хăйсем çитĕнтерсе сутнă тырă виçи 134 пин тоннăпа танлашать.

Укçапах çыхăннă тепĕр ыйту — Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн ĕçченĕсене ĕç укçи тӳлемелли фонда çирĕплетесси. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çакăн валли ОМС фончĕн виçĕ çуллăх бюджетĕнче 38,5 миллион тенке яхăн пăхса хăварма сĕнчĕ — хирĕçлекен пулмарĕ.


Тĕрлĕ хулапа ялта вырнаçнă пилĕк объекта республикăн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планĕнчен кăларасси те ыйтусем çуратмарĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов уçăмлатрĕ: аукционсем ирттернĕ, анчах вĕсене туянакансем тупăнман… Çав объектсене планран кăларни кăçал регион бюджетне патшалăх пурлăхне сутнинчен кĕмелли налук мар укçа калăпăшне витĕм кӳмĕ — çав виçе 20 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла.



25 ноября 2021
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter