Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри "Тӗрлесе ӳкернӗ Раҫҫей картти" акцине старт панă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри "Тӗрлесе ӳкернӗ Раҫҫей картти" акцине  старт панă

 Хатĕр проекта, Раҫҫей кунĕнче ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен федераци агенствине тăратма тĕллев лартнă.  

Паян  Чăваш тĕррин кунне паллă тăваҫҫĕ. Ҫак уяв пире пӗрлештертӗр, тӑван ен культурипе йӑли-йӗркине сыхласа упрас тата пуянлатса пырас ӗҫ мӗнлерех пысӑк пӗлтерӗшлӗ  пулнине  палăртать.  «Тӗрлесе ӳкернӗ Чӑваш Ен» проекта паян, уяв халалласа презентациленĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мĕнпур тĕрĕ ăстисене ăшшăн тав тунă: « Эпир Раҫҫей карттине тĕрлес тесе ҫĕнĕ пуҫарупа тухрăмăр.   Ҫакнашкал проекта ҫĕршыв шайĕнче пурнăҫа кĕртсен тата аван.  Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен федераци агенстви пирĕн сĕнĕве ырларĕ, кашни региона ҫакнашкал пирĕн пек ĕҫе йĕркелеме  сĕнӳпе тухрĕ. Пӗлтӗр алă ӗҫ ӑстисем тӑрӑшнипе «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кăҫал унӑн тӑсӑмӗ «Тӗрлесе ӳкернӗ Чӑваш Ен» проект пулса тӑчӗ, ун шайӗнче тӗрӗ ӑстисем республикӑри районсемпе хуласен тӗрлесе ӳкернӗ ӗлкисене пӗр пир ҫине пухса хатӗрлерӗҫ.    Кун пек ĕҫе йĕркелесе яни – пĕр-пĕрин хушшинчи культура пайне тата та анлăрах сарма витĕм кӳрĕ.  Туризма аталантарас ĕҫшĕн те паха проект пулса тăрасси куҫ кĕретех», – тенĕ вăл.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен карттине республикăри мĕнпур хуласемпе районсенчен 30 тĕрĕҫĕ хутшăнма кăмăл тунă.  Ҫак ĕҫе пуҫласа Республика кунĕнче йĕркелесе янă.  Каярах, тĕрлесе пĕтерсен, «Паха тĕрĕ» фабрики пĕр чăмăра пухса анлă пысăк  Чăваш Ен карттине калăпланă.  

Чăваш тĕррин кунĕ чăвашсен йăли-йĕркипе культурине, авалхи тĕрĕсен тĕп пуянлăхне упрама, ăс-хакăл тĕнчине  пуянлатма витĕм кӳрет. Тĕрĕ – чăваш пурнăçĕн палли, никĕсĕ. Вăл чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине çирĕплетет. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать палăртнă пулăм. Тăван халăхăмăрăн пуян туприне хисеплеме, ăша хывса пурăнма та хистет.  

 Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑ­хӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, чăваш тĕррине халăх хушшинче ытларах та ытларах сарас тесе регионта  чылай мероприятисем йĕркелесе ирттернине палăртнă.  «Нумаях пулмасть чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентекен шкул йĕркелесе янă.  Чăваш тĕррин музейĕнче халăх кулленех тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене пĕлес тесе вĕренме ҫӳрет. Кăмăл тăвакансен шучĕ самай нумай пулни вара пушшех те пурсăмăра та хавхалантарать», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Республика тулашĕнче пурăнакансем те тĕрĕпе кăсăкланни куҫ кĕретех. «Пуласлăхра вĕсене валли видео-уроксем ирттерме плана кĕресси ыйту та кун йĕркинчех тăрать», – тенĕ вăл.

Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать.

Аса илтеретпĕр, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче тин ҫеҫ кун ҫути куракан мĕн пур пепкене хăйне евĕр парнепе – пĕчĕк ачан наци тĕрриллĕ кĕпипе – савăнтараççĕ.  Паянхи кун ҫуралнă ачасем хăйне евĕр телейлĕ, чăваш тĕрриллĕ кипке вĕсене ҫĕнĕ пурнăҫ парнелĕ.

«Тĕрĕ хăйне евĕр пысăк тĕнче. Унта пĕтĕмпех чăвашсен пурнăҫĕ сăнарланнă тесен те йăнăшах мар пулĕ. Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ.  Мĕн авалтан тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе чăваш хĕрарăмĕсем кăсăкланнă. Ачаран вĕсем тĕрĕ тĕрлеме вĕренсе пынă.  Хĕр ҫулне ҫитсен, пуласлăха шанса, ача-пăчаллă пулас тесе, ăруран-ăрăва чăвашсен йăли-йĕркине вĕренсе хăварас тесе тăрăшнă.  Эпир те паянхи ачасен шăписем пирки кулленех сăнаса пыма тăрăшăпăр.  Вĕсене усалсенчен, чăнласах та ҫак асамлă тĕрĕсем упрама витĕм кӳнипе кĕменнине те сăнама тăрăшăпăр. Управҫă кипексем ачасен пуласлăхне ырă тăвассине пурсăмăр та шанатпăр.  Тен хĕрачасем каярах хăйсем те тĕрĕ  тĕрлеме вĕренĕҫ.   Енчен те эпир вĕсене тĕрĕне юратма вĕрентсен, вĕсен  кăмăлĕ те тĕрлеме уҫăлĕ.  Тĕрлеме вĕренсен вара, пурнăҫ та кайĕ малалла», - тесе ҫапларах каланă Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева.



26 ноября 2021
18:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter