Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

 Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Сире Чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑ­хӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх.

Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре тӗрӗ ӑстисем хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, вӗсем Чӑваш тӗррин кунне уявламалли йӑла-йӗркене хываҫҫӗ тата хальхи ҫамрӑксем халӑхӑмӑрӑн авалхи ӑсталӑхӗпе ытларах кӑсӑкланччӑр тесе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Пӗлтӗр алӗҫ ӑстисем тӑрӑшнипе «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. 2021 ҫулта унӑн тӑсӑмӗ «Тӗрлесе ӳкернӗ Чӑваш Ен» проект пулса тӑчӗ, ун шайӗнче тӗрӗ ӑстисем республикӑри районсемпе хуласен тӗрлесе ӳкернӗ ӗлкисене пӗр пир ҫине пухса хатӗрлерӗҫ.

Ҫак уяв пире пӗрлештертӗр, тӑван ен культурипе йӑли-йӗркине сыхласа упрас тата пуянлатса пырас ӗҫ мӗнлерех пысӑк пӗлтерӗшлӗ  пулнине аса илтерсе тӑтӑр.

Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

   

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев

 



26 ноября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter