Кондитерсем "Чăваш наци тумĕ" хатĕрленĕ

Ятарласа Чăваш тĕрри кунĕ тĕлне Шупашкарти «Планета» кондитерскинче тăрăшакансем "Чăваш наци тумĕ" ĕç хатĕрленĕ.

Тĕрĕпе илемлетнĕ пылак çимĕçе кондитерсем 8 уйăх янтăланă. Тăрăшни сая кайман: чăваш хĕрарăмĕн наци тумĕн «çимелли» вариантне чăн-чăннинчен уйăрса илме те çук. Паян тĕлĕнмелле çак ĕçпе ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, ыттисем паллашрĕç.

Сăмах май, чăваш тĕррипе наци тумĕ кондитерсен профессиллĕ конкурсĕсенче çак предприятин визит карточки пулса тăраççĕ, ку ĕçсем тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сумлă хăнасем пысăк наградăна çĕнсе илнĕ пылак çак çимĕçсене те пăхса тĕлĕнчĕç.



Хыпар
26 ноября 2021
18:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter