Раҫҫей Минпромторгĕпе пӗрле Чӑваш Ен  предприятийӗсем валли ҫӗнӗ малашлӑх проекчĕсене палăртнă

Раҫҫей Минпромторгĕпе пӗрле Чӑваш Ен  предприятийӗсем валли ҫӗнӗ малашлӑх проекчĕсене палăртнă

Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикинче пулнă, республика Пуҫлăхĕăпе Олег Николаевпа пĕрле ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – «РЖД» АУО  Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси, пуласлăхра пĕрлехи ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси.  

Александр Морозов   хăйĕн сăмахĕнче программăна кĕртнĕ ыйтусем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, кашнинпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма май пулассине асăннă. Малашнехи аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене те тупса палăртмаллине сăмаха май каласа хăварнă вăл. 

«Ĕçлĕ тĕлпулу çĕнĕ тĕллевсем йĕркелеме май парĕ. Çак шутра трактор завочĕсен концернĕ пурнăçа кĕртсе пыракан «Спик 2.0» проекта малалла аталантарасси те, «Раççей чукун çулĕсем» пĕрлешĕвĕн управленийӗн инфратытӑмӗн электронлӑ компонент никӗсне автоматизацилесси те, малашлăхра пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ проектсем те. Çакă Чăваш Еншĕн те усăллă пулĕ. Çĕнĕ производствăсемпе пĕрлех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хута кайĕç», – тенĕ  республика Пуҫлăхĕ.   «Калăпăр, паян тата та хăш-пĕр проектсене пăхса тухнă.  Чăваш Ен предприятийĕсене пула,  Раҫҫей чукун ҫул предприятийĕ тата та хушма тупăш илĕ, пур ҫĕрте те автоматизаци йĕркеленсен  ĕҫĕн хăвăртлăхĕ те ӳсĕ», – тенĕ хăна.«РЖД» АУО филиалĕн Центральнăй дирекцийĕн инфратытăмĕн тĕп инженерĕн ҫумĕ Геннадий Насонов  хăйĕн сăмахĕнче холдинг ирттерекен тендерсене Чăваш Ен предприятийĕсем хутшăнсах аван тесе каланă.   «Пирĕн тĕп тĕллев – экономика тата туянакансем хушма тухăҫлăха туйччĕр тесе условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртса хунă ĕҫсем республикăна хушма тĕрев парассине асăннă.  «Производствăсем уҫăлсан, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленĕҫ халăх валли. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫлансан, экономика та хăватланĕ, социаллă пурнăҫ лайăхланĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Сăмах май, «РЖД» АУОпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ министерствипе ĕҫ ушкăнне йĕркелесси пирки калаҫса килĕшнине хыпарланă.

«Чӑваш Республикин уйрӑм компетенцисен сайра йышши енӗсене шута илсе, эпир горизонтсене палӑрмаллах анлӑлатма тата лайӑх инфратытӑмпа тата производство площадкисемпе тухӑҫлӑ усӑ курма майсем туса паратпӑр», – тесе палăртнă  Олег Николаев.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен тепри Чăваш Енре пĕчĕк калăпăшлă тракторсене калăпласа кăларассипе ҫыхăннă ыйтусем. «МИГ «КТЗ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов  хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна проекта пурнăҫа кĕртме хатĕр тесе палăртнă. «Техникăна тирпейлесе кăларма Промтрактор территорийĕнче ятарлă вырăн хатĕрлессипе специалистсем тĕрлĕ енсем пăхса хăвараҫҫĕ», – тенĕ вăл. 

«Пирĕн специалистсем Италире, Турцире DEUTZ-FAHR заводсенче вĕсен технологийĕсене тарăн тишкерсе тĕпчев ĕҫĕсем тунă, вĕсене шута илсе хăш-пĕр паха енсене Чăваш ЕНре те пурнăҫа кĕртме май пуррине ҫирĕплетнĕ.  Ҫитес ҫулта пĕрремĕш кварталта ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртатпăр. Виҫҫĕмĕш кварталта пĕрремĕш машинăсене пуҫтарма та плана кĕртнĕ. Ку ĕҫе ытти Чăваш ЕНри предприятисене май килнĕ таран нумайрах явăҫтарма тăрăшăпăр. Ҫавӑнпа та, итали ӗҫтешӗсенчен пӗтӗм техника докуменчӗсене илсен, эпир ӑна мӗнпур предприятие ярӑпӑр, тракторсем туса кӑларма компонентсем туса хатӗрлес ӗҫе ĕҫе явăҫтарма шутлатпăр», – тенĕ Концернăн генеральнăй директорĕ журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă май. 

«ЭЛАРА» АО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Наталия Партасова хăйĕн сăмахĕнче уҫă калаҫу, малашнехи ĕҫсене йĕркелесе пыма пысăк вăй-хăват парасса шанса каланă. Программăна пурнăҫа кĕртессинче кирлĕ пек йышăнусем те туса хăварма пулăшассине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа «РЖД» АУО генеральнăй директорĕпе – правленийĕн председателĕпе Олег Белозеровпа авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче  пĕрле палăртса хăварнă программа паянхи пурнăҫшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каланă. «Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси лайăх пулса пырать.  Аталану ҫул-йĕрĕ кулленех вăй илет.  РЖД – шанчăклă партнер. Вĕсем пирĕн предприятисемпе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.   Ку ĕҫпе малалла та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пыма Александр Николаевич хушма хăват кӳчĕ.  Раҫҫей Правительствин шайĕнче те чылай условисем йĕркелеме витĕм кӳнĕ. Чукун ҫул валли компонентлă база йĕркелеме те пулăшу панă.  Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме, тăкаксен пайне саплаштарма вăй-хăват парать», - тенĕ Эларăн директорĕн ҫумĕ.     

Палăртса хăваратпăр, РФ промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов тата  «РЖД»  АУО филиалĕн тĕп инженерĕн ҫумĕ Геннадий Насонов Чăваш Республикинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă, ун чухне шăпах та,  «ЭЛАРА» АО, «МИГ «КТЗ» ТМЯО пулнă, промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă.   Ун чухне сумлă хăнасем ҫĕнĕ цехсемпе кăсăкланнă, чукун ҫул техникисем валли калăпланса тухакан таварсене курса хакланă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче малашнехи аталану ҫул-йĕрĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.  «Промтрактор» пĕрлешӳ сăмахран производство калăпăшне ӳстернĕ, хатĕр продукцие сутлăха кăларас енĕпе те тивĕçлĕн ĕçлет. «ЭЛАРА» пĕрлешӳре те Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ министрĕн çумĕ пурнăçланса пыракан паллашнă, чукун ҫул техникин изделийӗсен производствин ертсе пыракан цехӗсене ҫитсе курнă. 

Республикăри чи пысăк предприятинче Промтракторта пулнă май, Минпромторг пуҫлăхĕн ҫумĕ «РЖД» АУО представителĕсемпе пĕрле заводра тирпейленсе тухакан техникăпа паллашнă, унăн ҫĕнĕлĕхĕсене курса ĕненнĕ.  Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсенче Александр Морозов пĕрремĕш хут мар, çапах производствăри çĕнĕлĕхсене тата паянхи кун тĕлне мĕнлерех аталану пуррине вăл хăй куçĕпе курса хак панă.



26 ноября 2021
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter