«Республикӑри клиника больницин ҫĕнĕ ҫуртне тума ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитернĕпе пĕрех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Республикӑри клиника  больницин  ҫĕнĕ ҫуртне тума ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитернĕпе пĕрех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Паян Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕпе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ĕҫлĕ канашлăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

 Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республика клиника больницин ҫĕнĕ ҫурчĕн строительство ĕҫĕн проекчĕ пирки каласа кăтартнă.  

«Ку ĕҫпе эпир тĕплĕн ĕҫлетпĕр.  Паянхи куна, калас пулсан чылай ĕҫе  пурнăҫланăпа пĕрех.  Ҫитес вăхăтра ҫĕр лаптăкне палăртас ĕҫе те вĕҫлеме плана кĕртнĕ. Пирĕн тĕллев – кăрлач уйăхĕнче проект ĕҫне тытăнасси пулнăччĕ.  Ĕҫ вĕҫленсе пынăпа пекех. Шанатăп, палăртнă тĕллеве туллин пурнăҫа кĕртессине.  Енчен те ҫĕнĕ сиплев ҫурчĕ хута кайсан,  лайăх условисем те часах йĕркеленĕҫ.  Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тата та меллĕрех халăха тивĕҫтерме май килĕ», – тесе каланă.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа уҫă калаҫу ирттернĕ чухне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра клиника больницине ҫĕнĕрен тума май килмĕ-ши тесе  ыйтнăччĕ.

Паян пĕр пухăннă пек чухне, регион Пуҫлăхĕ  канашлура республикăра медицина туризмне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтăва та хускатнă.

«Аталанса, ресурссемпе пуянланса пынине кура, пирĕн сывлăх сыхлавĕн пайне кулленех вăй илтерме, анлăрах сарма, ыттисемшĕн вара  яланах тĕслĕх пулма тăрăшмалла», – тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче кăҫалхи 10 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Пирĕн тăрăха ют ҫĕршыв гражданĕсем сахал мар сипленме килнине те асăннă вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Регион проекчĕпе килĕшӳллĕн, медицина пулăшăвĕсене экспорта куҫарассипе сахал мар тăрăшнине, кăтарту ӳснине каланă вице-премьер, 2024 ҫул тĕлне Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕсен экспорчĕн калăпăшне 4 хут ӳстерме плана кĕртнине каланă.

Олег Николаев паянхи медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕпе халăх килĕшнине асăннă.  Ҫĕршыври пекех пирĕн республикăра та усал амак чирĕ ҫынсене самай сиен кӳрет, сывлăха хавшатать. Медицинăра тăрăшакансем кунне-ҫĕрне пăхмасăр, йывăрлăхсене парăнтарас тесе ырми-канми вăй хунине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.    Республикăра ытти чирсемпе вăраха кайса аптракансене те туххăмрах пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Паянхи пурнăҫ таппинче цифра технологийĕ вăй илсе пырать, ҫавăнпа та ăна тĕпе хума тăрăшмаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Палăртма кăмăллă, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче цифра пайĕ вăй илсе пырать.  Чăваш Ен иккĕмĕш ҫул ĕнтĕ Раҫҫейре чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă субъект хушшине кĕрет.  Кăҫал Пĕрлехи цифра контурне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă Пĕтĕм Раҫҫей рейтингра саккăрмĕш вырăна тухнă, 2020 ҫулта - Чăваш Ен пиллĕкмĕш пулнă.

 



26 ноября 2021
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter