Республикăн тĕп агровузĕ - 90 çулта

Республикăн тĕп агровузĕ - 90 çулта

Çак юбилее паян унта ĕçлекен профессорсемпе преподавательсем, студентсем, АПК ветеранĕсем Чăваш çамрăкĕсен Çeçпĕл Мишши ячĕллӗ театрта паллă турĕç.

Андрей Макушев ректор Чăваш патшалăx  аграри университечĕн историйĕпе, хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçaлăх специалисчĕсем вĕрентсе хатĕрлеме ăна 1931 çулта уçнă. Пĕрремĕш курса 100 ытла çaмрăка çeç илме май килнĕ.  Ял хуçaлăxĕ валли агрономсем, зоотехниксем, инженер-механиксем хатĕрлесси ҫак ушкӑнран пуҫланнӑ. Каярахпа институтран академи тата университет туса хучĕç пулин те тĕллевĕ улшăнман.

Пухăннисене юбилей ячĕпе ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев, Раççeй Федерацийĕн сенаторĕ Николай Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Сергей Артамонов саламларĕç, университет профессорĕceмпе преподавателĕceне наградăceм парса хавхалантарчĕç.



26 ноября 2021
19:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter