Чӑваш Енре ачаллă ҫемьесене социаллӑ тӳлевсем валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 64 % ӳснĕ

Чӑваш Енре  ачаллă ҫемьесене социаллӑ тӳлевсем валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 64 % ӳснĕ

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ачаллă çемьесене пулăшас ыйту – 3-7 çулсенчи ачасемшĕн паракан тӳлевсем çинчен. Патшалăх пулăшăвĕ, вăл палăртнă тăрăх, чăннипех пысăк. 2021 çулта республика бюджетĕнче çакăн валли 3,5 миллиард тенкĕ патнелле пăхса хăварнă – 2020 çулхинчен 64% пысăкрах. Ҫакăн пирки  ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сăмах пуҫарнă.

Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа Чăваш Республикин республика бюджетĕнче асăннă категорири ачасене валли пурĕ 3,2 млрд тенкĕ тăкакланă, 42563 ҫемйене патшалăх енчен тĕрев парса пулăшнă, 52704 ачана палăртнă тӳлевпе тивĕҫтернĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ачаллă ҫемьесене пулăшма комплекслă тытăм йĕркелеме сĕннине каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Олег Николаев патшалăхăн çемьесене тĕревлемелли политики тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалли çинчен  ҫирĕппĕн каланă: «Хавшак сыпăксене çиеле кăлармалла, вĕсем пирĕн полномочисен шутне кĕреççĕ пулсан ĕçсене регион шайĕнче малалла тăсмалла. Федераци шайне тивĕçлĕ сĕнӳсемпе тухмалла», – тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн докладĕнче регионта пурăнакансем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  пĕтĕмпе 65,6 пин ҫын заявленипе ыйтса тухнине хыпарланă, вĕсенче пĕтĕмпех ҫĕнĕ йĕркесене шута илнине асăннă вăл.  Заявленисенчен 90 процентне электронлă майпа, 8 процентне НФЦ пулăшăвĕпе усă курса йышăннă.  

Патшалăхăн ҫĕнĕ пулăшу мери, 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитнĕ ачасене валли куҫакан тĕрев, Раҫҫей Президенчĕ 2020 ҫулта алă пусса ҫирĕплетнĕ Указпа килĕшӳллĕн пулса пырать. 

2021 ҫулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа палăртнă пулăшăвăн йĕркине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.  Ĕҫ хучĕсен йĕркине хваттер, пурăнмалли ҫурт, дача, гараж, ҫĕр лаптăкĕсем, автомашина е тата ытти пурлăхсем пур пулсан, вĕсем пирки те ҫырса хăварма тивет.

Тĕплĕнрех палăртнă ыйтупа консультаци илес текенсем  (8352) 26-08-08 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараҫҫĕ.

 



29 ноября 2021
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter