Чӑваш Енри культура учрежденийӗсенче "Пушкин карттипе" 37 пин билет сутнă, унăн сумми 13 млн тенкĕпе танлашать
«Ачасен канăвне йĕркелеме, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма ҫав тери аван меслет пур. Патшалăх енчен укҫа-тенкĕ те ку тĕлĕшпе пăхса хăварнă. Пĕрлехи ĕҫе ачасемпе тата ҫамрăксемпе йĕркелемелле. Культура учрежденийĕсем ачасене хапăл тусах кĕтеҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра.
Паянхи куна илес пулсан, культура учрежденийĕсенче тăрăшакансем пурĕ 37 пин билет сутнă.
Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова ҫамрăксенчен ытларах пайĕ «Пушкин карттине» тивĕҫнине палăртнă. Планпа пăхса хăварнинчен кăтарту пысăк пулнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Шупашкарти ҫамрăксем хапăл тусах «Пушкин карттине» илме кăмăл тунă, кăтарту мĕнпур ҫамрăксенчен 43 проценчĕ шутланать. Вăрмар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче 35-37% процент таран ҫамрăк ҫак палăртнă карттăна тĕпе хурса культура учрежденийĕсене ҫӳрет. Йĕпреҫсем те аван кăтартусемпе палăраҫҫĕ, вĕсен мĕнпур ҫамрăксенчен 30 проценчĕ кăмăл тунă «Пушкин карттипе» усă курма. Айванрах районсем те хальлĕхе пур-ха. «Чи начар кăтарту 7% кăна ку енпе Сĕнтĕрвăррисен», - тесе ҫирĕплетнĕ вăл.
Министр çакна патшалăх çамрăксене искусствăпа, культурăпа çывăхланмашкăн уйăракан укçапа кирлĕ пек усă курманни вырăнне хурса хакланă. Тепĕр енчен, çамрăксене Пушкин карттипе йышăнса музей-театр укçа ĕçлесе илме пултарать. Списока республика шайĕнчи 12 учреждени кĕнĕ, çак ĕçе районсемпе хуласенчи музейсем те хутшăнма пултараççĕ - чару çук.
Олег Алексеевич вара патшалăх çамрăксене «культурăллă пулма» уйăракан укçапа май пур таран тухăçлăрах усă курмалли пирки асăрхаттарнă.
Ҫитес ҫул та Федераци проекчĕ малалла пурнăҫа кĕрсе пырассине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Патшалăх енчен куҫакан тĕрев виҫи самай пысăкланассине те асăннă вăл. Апла пулсан, ыйтăва ӳлĕмрен тата та пысăкрах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Пуҫлăх.
«Пушкин картти» кăҫал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пурнăҫа кĕме тытăннă. Проект ĕҫне Чăваш Енри 19 культура учрежденийĕ: музейсем, театрсем ытти культура кану центрĕсем хутшăннă. Федераци проекчĕпе хастар ĕҫлекеннисене те палăртса хăварнă Светлана Каликова. Вĕсем: Вырăс драма театрĕ, Оперăпа балет театрĕ, Чăваш драма театрĕ. Вырăс драма театрĕ уйрăмах хастар ĕçлет - çак кунсенче 10-пинмĕш билет сутнине паллă тăвасшăн.