Чăвашла вырăсла словарĕн пĕрремĕш томĕ тухнă

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче М.И.Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла словарь. Чувашско-русский словарь» икĕ томлă словарĕн 1-мĕш томĕ кун çути курнă.

Пĕрремĕш кăларăма чăваш алфавитĕнчи А-Р сас паллисенчен пуçланакан 30 пин ытла сăмах кĕнĕ. Унта информаципе коммуникаци технологийĕсенче, наука пĕлĕвĕн хальхи отраслĕсенче тата чиркӳпе тĕн лексикинче çеç тĕл пулакан сăмахсене пуçласа кĕртнĕ.

Словарĕн хăйне евĕрлĕхĕ шутĕнче çавăн пекех — сăмахсене анлăн ăнлантарни, пулăвне ăнлантарни. Кăларăма хăш-пĕр çĕршыв, Раççейри регион, географи обьекчĕ, тĕнпе тата халаппа çыхăннă ятсене те кĕртнĕ.



29 ноября 2021
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter