Чӑваш Енре йăлари хытă каяшсене тыткаламалли территори схеми 2022 ҫулта кăрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫивӗчленĕ

Чӑваш Енре йăлари хытă каяшсене тыткаламалли территори схеми 2022 ҫулта кăрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫивӗчленĕ

 Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме май паракан хушма пунктсем Канаш хулипе Ҫĕмĕрле хулинче пулма пултараҫҫĕ.

«Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлеме эпир тата та пысăкрах ĕҫлесе пыма тĕллев лартнă. Кун пирки пире тăтăшах ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та пĕлтерсех тăрать.  Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерстви ТКО валли территори схемине пурнăҫлассипе кирлĕ ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех. Ку ĕҫпе пирĕн вĕҫне-хĕрне тухмалла, проекта пурнăҫа кĕртмелле.  Хăш-пĕр полигонсенчи ĕҫе  те туллин тишкермелле.  Малашнехи ĕҫсен ҫивĕч направленийĕсене палăртса хумалла», - тесе ҫапларах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă чухне малтанласах Олег Николаев   схемăра хушма суйласа тирпейлеме май паракан пунктсене кĕртсе хăвармаллине те палăртнăччĕ. «Вĕсем Канашра тата Ҫĕмĕрле хулинче пулĕҫ.  Енчен те йăлари хытă каяшсене лайăх пухса тирпейлесен, вĕсене суйласа вырнаҫтарса пырсан полигонра нумаях ҫӳп-ҫап купи те пулмĕ», - тенĕ вăл.  Ҫитес ҫулта пĕрремĕш кварталта территори схемине актулизацилемеллине асăннă ертӳҫĕсем.    

Чăваш Республикин ҫут ҫантлăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хăйĕн сăмахĕнче регионта 13 объектран 12-шĕнче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе хастар ĕҫленине каланă.  Улатăрта, Патăрьелĕнче, Красноармейскинче, Муркашра, Вăрмарта, Тăвайĕнче тата Ҫĕнĕ Шупашкарта полигонсем пур.  Куславккара, Йĕпреҫре, Пăрачкавра, Ҫĕрпӳре, Ҫĕмĕрлере тăрăхĕнче свалкăсем ĕҫлеҫҫĕ.

Патăрьелĕнче тата Вăрнар  районĕсенчи организацисен ĕҫне лайăх тесе хакланă.   

Хăш-пĕр муниципалитетсенче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пур-ха.  Тăтăшах Ҫĕрпӳри свалка тата Улатăр, Ҫĕмĕрле  хулисенче полигон ҫунса халăха пăшăрхантарать. Куславккара, Ҫĕрпӳре, Улатăр районĕсенче палăртса хунă территоринчен ҫӳп-ҫап пухмалли вырăн сарăлса кайнă, ытлашши ҫĕр лаптăкĕ ҫине тухнă.  Ҫĕрпӳ районĕнче вара вырнаҫнă полигоншăн ҫĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн  организаци аренда  валли ĕҫ хутне тăсманни паллă.    

Канаш хулинчи свалкăна рекультиваци  тăвасси ыйту та кун йĕркинчех.  Юпа уйăхĕнче ку ыйтăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрĕслеве илнĕ пулнă, раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен объекта туса пĕтерме хушнă.   

Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов объект ҫинче  ĕҫлеме подрядчике палăртнине хыпарланă. «Ĕҫе вăл вĕҫлеме хатĕр, унăн техники те пур», - тенĕ сăмаха ҫавăрса.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев муниципалитет позицийĕпе килĕшсех кайман.  Мĕнпур ĕҫе йĕркелесе ирттерме республикăри влаҫ органĕсемпе пĕрле килĕшсе пурнăҫланă. «Енчен те эсир ҫулталăкĕпех лайăх ĕҫлесе пынă пулсан, пирĕн сирĕн хута кĕмелле те марччĕ.  Чылай объектсенчи ĕҫе тĕрĕслевре тытмалла.  Ĕҫе ҫĕнĕлле йĕркелеме тытăнăр», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.      

   



30 ноября 2021
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter