«Ҫитес икӗ ҫулта Чӑваш Енре икӗ хоккей центрӗ хута кайĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Ҫитес икӗ ҫулта Чӑваш Енре  икӗ хоккей центрӗ хута кайĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Пĕри вĕсенчен кăнтăр-хĕвеланăҫ районĕнче, тепри Шупашкарти «Ҫĕнĕ хула» территоринче йĕркеленĕ.   

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 4-мĕш спорт шкулĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Палăртнă учреждени «Сокол» Пăр керменĕпе юнашар вырнаҫнă.   

Спорт комплексне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнă.  Ҫĕнĕ объект – Хоккей вăййин регионти центрĕ, республикăри хоккей шкулăн инфратытăмне аталантарас ĕҫре пысăк витĕм кӳрет. «Ҫитес икĕ  ҫулта тата та тепĕр икĕ центр хута ярасси планра пур.  Пăр керменĕсен шучĕ пысăкланасси куҫ кĕретех.  Шупашкар тăрăхĕнче пурăнакан ҫынсемшĕн, палăртнă спортăн тĕсĕпе хăйсен ăсталăхне ӳстерме питĕ аван пулĕ», тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Олег Николаев республикăра хоккей аталантăр тесе сахал мар Правительство тăрăшнине асăннă. Регионти мĕнпур хуласемпе районсенче хоккей ăмăртăвĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ, спортăн ҫак тĕсне кăмăл тăвакансем те чылай пулни пурсăмăра та хавхалантарть. Ахальтен мар пулĕ, пĕлтĕр Чăваш Республикин тĕп хулинче хоккей выляма ятарлă центр уҫăлнă.  Районсемпе хуласенче пурăнакан ăста спортсменсем хăйсен ăсталăхне кунта туптаҫҫĕ.

«Эпир хоккейпа кăна мар, спортăн ытти енĕпе те комплекслă инфратытăма аталантарса пыма тăрăшăпăр.  2030 ҫулсем тĕлне регионта пурăнакансенчен 70 проценчĕ ытла спорта ҫӳреччĕр, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пултарайччĕр.  Кун пирки пире ҫĕршыв Президенчĕ те кулленех аса илтерсех тăрать», тесе ҫапларах каланă Олег Николаев сăмаха пĕтĕмлетсе. Спорт сооружениcене «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераци тата регион проекчĕсен шайĕнче тăваççĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ объектра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, кунта тăрăшакансемпе те тĕл пулса калаҫҫă, спортсменсен кăмăлĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков центрти условисене курса хакланă, хăй те хоккей выляма юратнине кура, пĕр ҫавра спорт хатĕрĕсемпе ăсталăхне кăтартса илнĕ.  

Олимп резервĕсен 4-мĕш №-лĕ спорт шкулĕн директорĕ Олег Салтыков  хăйĕн сăмахĕнче компрессорнăй станци пĕр вунă ҫула яхăн пушă тăнине пĕлтернĕ.  Ăна реконструкцилени спортсменсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  Икĕ хутлă спорт учрежденине тĕпрен юсаса, паянхи пурнăҫа тӳр килекен объект туса хунă. «Интерактивлă тренажерсем пирĕн тĕслĕхре пулни куҫ кĕретех. Тутарстан Республикинчен эпир пачах та юлмастпăр.  Чул хула облаҫĕнче те пирĕн пекрех спорт хатĕрĕсем.  Ӳлĕмрен эпир хамăрăн ҫăлтăрсене тупса палăртма пултарайратпăр. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнне те йĕркелесе яма аван.  Кун пек ĕҫсем пулса пырсан, Раҫҫей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командине те лекме часах пулĕ», – тенĕ вăл.

«Спорт – пурнăҫ норми» федераци программипе килĕшӳллĕн, спорт шкулĕ валли паянхи пурнăҫпа тӳр килекен спорт хатĕрĕсене тивĕҫтернĕ.  «Демографи» наци проекчĕ регионта туллин пурнăҫа кĕрсе пынипе никамшăн та вăрттăнлăх мар.  2020 ҫулта тренажёрсем туянма федераци енчен субсиди мелĕпе 10,6 млн тенкĕлĕх пулăшу тивĕҫнĕ,  2021 ҫулта – 10,7 млн тенкĕ.  Паян центра условисем чаплă, спорта кăмăл тăвакансем хапăл тусах хăйсен спортри ăсталăхне ӳстерме ҫӳреҫҫĕ.     Пуласлăхри ĕҫ планĕ пысăк, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн кунта тăрăшакансем ырми-канми вăй хурасси пирки те ĕненетпĕр.

 



30 ноября 2021
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter