Пахалăх — бизнес ăнăçлăхĕн тĕп условийĕ

Пахалăх — конкурентлă лару-тăрура аталанмалли тĕп условисенчен пĕри. Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун регионсен пĕрлехи «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумĕнче палăртрĕ. Калаçу тĕпрен илсен шăпах пахалăх тавра пулчĕ.

Олег Николаев иккĕленмест: продукци, ĕçсен пахалăхĕ тĕлĕшпе пысăк шая çĕкленни кăна сахал, çав шая упраса хăварасси, пахалăхăн çĕнелсе пыракан стандарчĕсене тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи глобализаци условийĕсенче çитĕнӳсемпе çырлахса малалла талпăнма пăрахни ыттисенчен кая юлассине пĕлтерет.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пахалăх стандарчĕсене таварсем тĕлĕшпе кăна мар, патшалăх управленийĕнче те пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ. Вăхăта перекетлесси, тухăçлă йышăнусем тăвасси тата ытти те — çакă та пахалăхпах çыхăннă. Чăваш Енре ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланать. Çав шутра — «Тухăçлă регион» проектпа килĕшӳллĕн тăвакан ĕç.

Калаçăва видеконференци мелĕпе çĕршыв шайĕнчи экспертсем хутшăнчĕç, пухăннисем вĕсемпе пĕрле стандартсен бизнесри пĕлтерĕшĕпе, промышленноç экспортне, симĕс технологисене аталантарассипе, продукцие сертификацилессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.

Наградăсем те пулчĕç. Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕн социаллă яваплăх енĕпе паракан премийĕн лауреачĕсене, «Пахалăх марки», «Чи лайăх 100 тавар» конкурссен çĕнтерӳçисене саламларĕ, дипломсем парса вĕсене пахалăха малашне те çӳллĕ шайра тытма сунчĕ.



Хыпар
30 ноября 2021
17:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter