"Фермер шкулӗнчен" вĕренсе тухнă 12 ҫын хӑйсен бизнесне аталантарма Чăваш Ен грантне тивĕҫнĕ

"Фермер шкулӗнчен" вĕренсе тухнă  12 ҫын хӑйсен бизнесне аталантарма Чăваш Ен грантне тивĕҫнĕ

«Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн «Фермер шкулĕ» проекчĕ Чăваш Енре те пурнăçа анлăн кĕрсе пыни куҫ кĕретех. Виҫҫĕмĕш потокпа кунтан вĕренсе тухакансене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсемпе чысланă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

 «Пĕрремĕш потокра вĕренсе тухнисен ĕҫне пĕтĕмлетнĕ чухне грантсем парса пулăшмалли пирки йышăнăва пăхса хăварнăччĕ.  Чăваш Республикин Правительстви хапăл тусах йышăнăва ырларĕ. Программăсем пăхса хăварнă, фермерсене тĕрев пама килĕшнĕ», – тесе палăртнă Олег Николаев.  Шкулăн тĕллевĕ – финанс тĕлĕшĕпе çирĕп, тухăçлă фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пулăшасси, маларах уçăлнисен ĕçĕ-хĕлне лайăхлатасси, бизнеса ертсе пырассипе чи лайăх опыта АПКра усă курасси.  

2021 ҫулта Фермер шкулĕнчен вĕренсе тухнă 27 ҫынран 12-шĕ хăйсен бизнесне аталантарма пурĕ 81,7 млн гранта тивĕҫнĕ.

«Кун пек пысăк тĕреве фермерсен ĕҫне ытларах та ытларах паха специалистсене явăҫтарас тесе йышăннă. Чи кирли – ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлеме кăсăклă условисем йĕркелесси. Тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕнекенсем хапăл тусах хăйсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме пултарччĕр», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Аса илтеретпӗр, ял хуҫалӑх енӗпе таварсене малалла сутма условисем тăвасси пирки ыйтусене Россельхозбанкпа пĕрле килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ чухне сӳтсе явнă пулнă.

Дипломсене пурĕ 28 ҫынна парса чысланă. Ҫĕнĕ специалистсем фермер хуҫалăхĕнче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурасси, паха таварсем тирпейлесе кăларассипе ĕҫлесси те куҫ кĕретех пулĕ.

Федераци проектне хутшăнма кăмăл тунă регионсенчен пĕри, чи малтан ĕҫе пуҫараканĕ Чăваш Ен пулса тăнă.  Ҫулталăкра фермер ĕҫне тин ҫеҫ тытăннă 54 ҫын хăйсен пĕлӳ шайне ӳстернĕ.  Пĕтĕмĕшле вара Раҫҫей шайĕнче1000 яхăн ҫын хăйсен ăсталăхне туптать фермер шкулĕсенче.

«Россельхозбанк Раҫҫейре хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ тытăмсенчен пĕри.  Вĕсем аграри пайĕнче тăрăшакансене пысăк пулăшу парса тивĕҫтереҫҫĕ.  Регионти АПК тытăмĕнче фермерсем тĕп вырăн йышăнса тăраҫҫĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Эпир хамăр енчен фермер ĕҫĕпе тăрăшакансем финанс пĕлĕвĕ енчен те пысăк шайра пулччĕр тесе, проектсене ăнăҫлă пурнăҫа кĕртсе пыччĕр тесе условисем йĕркелеме пикенетпĕр.  Шкултан вĕренсе тухнисене ӳлĕмрен те тĕрев пама хатĕр.  Производствăсене аталантарма ҫăмăллăх кредичĕсене те парса тивĕҫтерме тăрăшăпăр» – Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.  Ертӳҫĕ проектпа ĕҫлеме килĕшнĕ партнерсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Уйрăмах Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине ырланă, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă. Пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме ЧР Ял хуçалăх министерствипе Чăваш патшалăх аграри университечĕ те хутшăнаççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ фермер бизнесне йĕркелесе тухăçлă ертсе пыма вĕрентмешкĕн ятарлă программа хатĕрленĕ. Унта теорипе пĕрлех практика ирттерсе пыраҫҫĕ.

«Паянхи пурнăҫ таппине тӳр килес тесессĕн, диплом илни кăна ҫителĕксĕр. Малашне те пĕлĕве ӳстерессишĕн тăрăшмалла.  «Фермер шкулĕ» тĕлĕнмелле лайăх проект пулса тăчĕ.  Пурнăҫра кирлĕ чи паха хыпарсене вĕсем туххăмрах пĕлеҫҫĕ. Тарăн пĕлӳ илни вĕсене малашнехи пурнăҫра пысăк ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳрессе ĕненетпĕр», – тесе каланă Чăваш патшалăх аграри университетĕнче тăрăшакан проректор Людмила Корнилова.   ««Фермер шкулĕ» – пĕлтерĕшлĕ проект, ăна кашни региона тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, фермерсен паха продукцийĕн брендне тума май парать», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

 

 



01 декабря 2021
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter