Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 4-мĕш спорт шкулĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ
Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 4-мĕш спорт шкулĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Енри адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн, спорт шкулĕ çумĕнчи пушă çурта юсаса çĕнетсе хута янă. Строительство ĕçĕсене туса ирттерме республика хыснинчен 35 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку спорт пӳлĕмĕнче тренировка иртет. Çамрăксен «Сокол» хоккей ушкăнĕ черетлĕ тупăшăва хатĕрленет. Çĕнĕ тренажерсемпе спорт хăнăхтарăвĕсем кăсăклăрах та тухăçлă иртеççĕ. Чăваш Енри спорт шкулĕсенче пурлăхпа-техника никĕсне çулсерен пуянлатса пыраççĕ.
Спортпа туслашма хăтлă майсем туса параççĕ. Наци проектне кĕрекен «Спорт – пурнăç йĕрки» программăпа килĕшӳллĕн спорт комплексĕнче пулас чемпионсем валли мĕн пур услови туса панă. – Малалла та пирĕн çак енĕпе ĕçлес шухăшсем самаях çитес икĕ çул хушшинче пирĕн тата икĕ спорт керменĕ уçăлмалла. Пĕрремĕшĕ ĕнтĕ ку стадион «Волга» территорийĕнче, тепри çĕнĕ хула территорийĕнче пулмалла. Эппин, çамрăксен хоккей ушкăнĕсем тата та йĕркеленĕç. Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленине, республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнине те палăртмалла. – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пирĕн ума тĕллев лартнă. 2030-мĕш çул валли 70 процент халăх çак физкультура спортпа пĕрмай туслă пурăнмалла тесе. Çавăнпа çак ĕçе туса пырас тесен пирĕн спорт инфраструктурине тĕрлĕ спорт енĕпе хăйсене çыхăнтаракансене майсем туса парсассăн, паллах, эпир çак тĕллеве пурнăçа кĕртĕпĕр.
Çĕнĕ çурта парнесемпе килеççĕ. Монохулари Олимп резервĕн 4-мĕш спорт шкулне аталантарма виçĕ миллион та 600 000 тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕç. Спорт хатĕрĕсене туянма та пулăшу пачĕç.