Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Чӑваш Республикинче пурӑнакан уҫӑ та тарават кӑмӑллӑ, хастар чунлӑ мӗн пур ҫынна Доброволец кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пӗрле пухӑнса пӗр-пӗрне тӳлевсӗр пулӑшмалли ниме йӑли чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче мӗн авалтан паллӑ. Паян вӑл республикӑри ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗн пархатарлӑ ӗҫ-хӗлӗнче витӗмлӗн палӑрать, эпир ҫакӑнпа чӑннипех те мухтанма пултаратпӑр.

Паян волонтер юхӑмне 65 пин ытла ҫын хутшӑнать, ыттисенчен вӗсем тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑвас тенипе, пу­лӑшу кирлӗ ҫынсене, коммерциллӗ мар организацисемпе об­щест­во пӗрлешӗвӗсене тата социаллӑ центрсене чун-чӗри хушнипе харпӑр хӑй вӑхӑтне, про­фесси пӗлӳлӗхӗпе вӑй-халне шеллемесӗр пулӑшма хатӗр пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем, медик-волонтерсем, «кӗмӗл ҫулти» доброволецсем, ырӑ тӑваслӑх ӗҫӗ-хӗлӗн экологи, социаллӑ пурнӑҫ, шырав, пулӑм тата ытти ҫул-йӗрне хутшӑнакансем экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ гуманитари тӗллевӗсене пурнӑҫлас, Чӑваш Республикинчи обществӑлла хутшӑнусене ҫураҫуллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Доброволецсен пӗлтерӗшӗ малашне тата та ӳссе пырассине ҫирӗплетсех калама пулать.

Сире пурсӑра та пӗтӗм чунтан иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑхпа ҫи-рӗп сывлӑх, ӑнӑҫулӑх тата мӗн пур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем тума су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



05 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter