Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юридици пĕрлĕхĕн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Юридици пĕрлĕхĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Эсир саккун кăларас ĕҫе лайăхлатассине тата аталантарассине, саккунлăха ҫирĕплетессине, право культурине ӳстерессине пысăк тӳпе хыватăр.

Чăваш Енре ҫынсене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси ăнăҫлă аталанса пырать. Кăҫал эпир ҫакăн евĕрлĕ пулăшăва илме пултаракан ушкăнсен йышне 47-е ҫитертĕмĕр. Кун пек ирĕк халĕ «вăрҫă ачисен» те пур.

Республикăри юридици пĕрлĕхĕ малашне те професси ăсталăхĕн шайне ҫӳлте тытасса, ҫынсене саккун тата тĕрĕслĕх вăйне ҫĕнентерме пултарассине, вĕсен пурнăҫри ҫивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшассине, граждансен саккунлă прависемпе интересĕсене тивĕҫлĕ хӳтĕлессине шанатăп. Сире ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!



Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ           Олег Николаев



03 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter