Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ЛПХра социаллӑ контракт механизмне хастарлӑрах аталантарма чĕнсе каланă

Ку ҫĕнĕ перспективлă ҫул-йĕр тесе палăртнă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, уйрăмах ял поселенийĕсенче пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл.
«Харпăр хăй хуҫалăхĕсенче ĕҫлеме халăх валли пулăшу формисем сахал мар, социаллă контрактсем тĕвас ыйту та кун йĕркинчех, унăн пĕлтерĕшĕ те ӳссе пырасси куҫ кĕретех. Ку енпе пирĕн тата та тимлĕрех ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. Чăваш Енри Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине, Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене мĕнпур ĕҫе тишкерсе тухма чĕнсе каланă. «Паллă, ялсенче ĕҫсĕр ҫынсен шучĕ пысăкрах. Пур-пĕрех вĕсем харпăр хăй хуҫалăхĕнче хастар тăрăшаҫҫĕ, сĕт суса илессипе те кăтартуллă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова кăҫал республикăра ЛПХ валли социаллă контрактсене 99 ҫирĕплетнине хыпарланă. Вĕсем пурте харпăр хăй хуҫалăхĕнче ĕҫе йĕркелесе пырассипе ҫыхăннине палăртнă министр хăйĕн сăмахĕнче. ЛПХпа ĕҫлекенсене регионта пĕр хутчен 100 пин тенкĕ параҫҫĕ. Вăл пулăшупа пĕлӳ шайне ӳстерме, ял хуҫалăхĕнче усă курма кирлĕ техника туянма е тата хăш-пĕр таварсене илме тăкакланма юрĕ.
Пĕтĕмпе вара республикăра кăҫал социаллă пĕлтерĕшлĕ 2538 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ. Предпринимательлĕх ĕҫне пуҫарса йĕркелесе ярас текенсем пурĕ – 584.
«Икĕ ҫул хушшинче социаллă контрактсене пула, республикăра 1,2 пин предприниматель хăйсен ĕҫне пуҫрса янă. Апла пулсан, ку меслет, социаллă контракт сахал мар пулăшу кӳрет халăха. Унпа усă курас текенсен шучĕ те ӳссе пыни ҫакнах ҫирĕплетет», – тесе каланă Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
Социаллă контрактсене тĕпе хурса, пĕтĕмпе граждансене кăҫалхи ҫул валли пурĕ 395,3 млн тенкĕ уйăрса хăварнă. Федераци хыснинчен те сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать, унăн виҫи 19 млн танлашать, кăтарту 2020 ҫулхинчен 5 процент пысăк. Граждансене кăҫал 379 млн тенкĕ парса тивĕҫтерме те ĕлкĕрнĕ.