Хушма хуçалăха аталантармалла

«Килти хуçалăха аталантарма социаллă контрактпа анлăрах усă курмалла. Ку ял çыннисене хушма тĕрев пулĕ», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен иртекен ларура. Услам пуçарма, хушма хуçалăха аталантарма, ĕçе вырнаçма. Социаллă контракт шăпах çак енсемпе ĕçлет. Ĕç пуçарассине илес пулсан, сăмахран, 250 000 тенкĕ парса пулăшаççĕ. Нухрата тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, тавар туянма, пӳлĕме тара тытнăшăн тӳлеме усă курма май пур. АЛЁНА ЕЛИЗАРОВА: «Кăçал Чăваш Республикинче 2500 ытла çын социаллă контрактпа усă курса хăйсен тупăшне улăштарма тӳр килнĕ. Вĕсене ĕçе вырнаçтарнă, услам ĕçне пуçарса яма пулăшнă, харпăр хушма хуçалăхне тӳрев панă. Икĕ пин те çирĕм пĕрмĕш çулта çакна пурнăçлама 400 миллион тенке яхăн бюджетрна уйăрса панă. Çитес çул та çак ĕçе малалла тăсăпăр». Хушма хуçалăха аталантарма 100 000 тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Ку тĕреве илес тесен хăв çине ĕçлемелле. Мула выльăх апачĕ, мăйракаллă шултра выльăх туянма тăкаклама май пур. Ку пулăшупа хальлĕхе сахал çын усă курнă. Çак ĕçе анлăлатмаллине палăртрĕ те ларура республика ертӳçи Олег Николаев.



НТРК
07 декабря 2021
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter