Ăшши те пур, парăм та пур
Урамра – хĕлле. Юр кайса пĕтрĕ пулин те çанталăк сивĕ. Çуртсене ăшă яни виççĕмĕш уйăх çитет. Çак вăхăтра çурт-йĕр коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче 120 кăлтăк пулнă. Кун пирки Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтерчĕ. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчен Чăваш Енре ăшăтмалли тапхăр пуçланнă. Кашни районпа хула çăкна хатĕр пулнине çирĕплетекен хут илмелле пулнă. Анчах пилĕк муниципалитет – Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Комсомольски, Шăмăршă, Шупашкар районĕсем – тĕрĕслеве тухайман. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен – объектсем промышленность хăрушсăрлăхне тухайманни, хатĕр-хĕтĕре хута яма ирĕк илейменни тата ытти те.
ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Вĕсем ĕнтĕ хăш-пĕр котельнăйсене çĕнĕрен тумаллипе çыхăннă. Çав ĕçсене пĕтĕм района тепĕр ăшă тапхăрĕччен туса пĕтересшĕн. Çак кăлтăксене пăрахăçласа тепĕр хĕле çĕнĕ котельнăйсене кĕресшĕн». Тепĕр çивĕч ыйту – парăмсем. Вĕсем пĕр çулта кăна пухăнман, паллах. Çапах та вĕсене татмалла.
ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Чи нумай парăм – «Коммуналлă технологин». Суд урлă ăна шыраса илеççĕ. Паян-ыран предприяти панкрута тухмалла. Парăмĕ 800 миллиона яхăн. Ытти парăмсене районсемпе пĕрле татса пĕтересшĕн». Çак çивĕч ыйтăва пĕтерме кăçал кăна 110 миллион тенкĕ уйăрнине палăртмалла. Республика ертӳçи Олег Николаев парăмсене чакарма пĕтĕм майсене усă курмалине каларĕ. «Чи пĕлтерĕшли – эпир хамăр çине илнĕ тивĕçсене пурнăçласси», – палăртрĕ вăл.