Соцконтракт нушаран хăтарать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова социаллă контрактсемпе çыхăннă ĕç çинчен каласа кăтартрĕ.

Лайăх мел: патшалăх сахал тупăшлă граждансемпе килĕшӳ тăвать те вĕсене чухăнлăхран тухма пулăшать. Кăçал пĕтĕмпе 2,5 пин ытла контракт тунă. Пулăшу тĕрлĕ енлĕ: çынсене уйăхсерен укçа тӳлесе тăнинчен пуçласа килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшасси таран. Çынсем хăйсен ĕçне пуçарнипе çыхăннă ăнăçлă тĕслĕх те чылай: хăйсем тупăш илме тытăнаççĕ кăна мар, предпринимательлĕх енĕпе ĕçлесе кайнă май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе ыттисене те ĕçпе тивĕçтереççĕ. Çĕрпӳ районĕнче, сăмахран, пĕр хĕрарăм социаллă контракт туса çĕр çырли çитĕнтерме тытăннă — пулăшуçăсене те явăçтарать. Тепри ачасен ăс-хакăлне аталантаракан центр йĕркеленĕ — çынсене те ĕçе илнĕ.

Алена Геннадьевна социаллă контрактпа çыхăннă çĕнĕлĕхсем пуласси çинчен те пĕлтерчĕ. Калăпăр, çемье членĕсенчен пĕри предприниматель пулсан çемье социаллă контракт тума пултараймасть — çак чарăва пăрахăçласшăн. Олег Николаев вара килти хушма хуçалăха аталантаракансене патшалăх енчен пулăшасси вĕçленессине кура вĕсене социаллă контракт урлă тĕревлессине вăйлатма сĕнчĕ — çакă усăллă пулĕ.



07 декабря 2021
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter