Вĕренни пăсмасть

Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Ăста» конкурс иртрĕ. Унти çĕнтерӳçĕсем тата халăхпа ĕçлекен специалистсем канмалли кунсенче семинарта ăсталăха туптарĕç. Пресс-секретарĕн мĕнле пулмалла-ха? Хыпар хатĕрленĕ чухне мĕн шута илмелле? Çак тата ытти ыйтăва Раççейри экспертсем уçăмлатрĕç. Хыпар. Вăл савăнăçли те, хурлăхли те пулать. Хыпара хатĕрленĕ чухне хăйĕн йĕркине пăхăнмалла. Паллах, пресс-секретарьсен хăйсен сăнлăхĕ те пулмалла. Мускавран çитнĕ ăстасем çак вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç те халăх патне хыпар çитерекенсене.

ФЕЛИКС ШАРКОВ: «Пресс-секретарĕн икĕ енчен: хăйĕн имиджĕ пулмалла. Пресс-секретарĕн имиджĕ пулмалсан ăна итлемеççĕ, шутламаççĕ ун çинчен. Иккĕмĕшĕ – çав организацин имиджĕ, кам ячĕпе калаçать, çавăн имиджĕ. Хăш организаци енĕпе калаçать. Тепĕр енчен шухăшламалла унăн – мĕнле аудитори валли калать вăл, мĕнле аудитори валли çырать». Лекци итленипе çеç мар, хушусене те пурнăçлама тиврĕ пухăннисен. «Хулана ертсе пырасси» ĕçлĕ вăйă, пресс-релиз çырма хăнăхтарни пухăннисене малашне ĕçре самай пулăшмалла.

ИРИНА КУДРЯШОВА: «Çакăн йышши семинарсем, паллах, питĕ кирлĕ. Вĕсем тата ытларах пулсан пире тата та итереслĕрех пулĕччĕ. Ĕçе тата та аталантарса пыма пулăшаççĕ. Пиар-специалист вăл хăй çине ĕçлекен çын мар, вăл мĕнле структурăра ĕçлет, çав структурăна аталантарса пырать СМИ енĕпе. Информацие телевидени çине, радио çине хаçатсенче те пичетленсе тухаççĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен. Çак хыпарсене халăх ăнланмалла, халăх чĕлхипе çитерни тата паха».

ЛЮДМИЛА АЛЕКСАНДРОВА: «Мĕнпур пиар-специалитсен хăйĕн имиджĕ пулмалла. Вăл социаллă тетелте мĕнле пулни, çынсемпе мĕнле пулни, журналистсемпе мĕнле калаçни имиджа калăплама пулăшать. Халĕ интернет анлă сарăлнă. Çавăнпа та, ман шутпа, мĕнпур специалист хăйĕн имиджĕ пирки шухăшламалла».



НТРК
07 декабря 2021
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter