Чӑваш Ен ҫитес суйлавсенче электронлӑ сасӑлава ӗҫе кӗртме хатӗр

Чӑваш Ен ҫитес суйлавсенче электронлӑ сасӑлава ӗҫе кӗртме хатӗр

  Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсемпе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

Цифровизаци тапхăрне куҫса пынă май, палăртнă ĕҫе йĕркелесе пыма сĕннĕ республика Пуҫлăхĕ.  Паллă, саккун йĕркисене те ҫирĕп пăхăнмаллине чĕнсе каланă.

«Ҫичĕ регионта электронлă майпа сасăлама май паракан тытăма пурнăҫа кĕртме тĕслĕх вырăнне туса пăхнă.  Ку тĕрĕс те пулĕ, мĕншĕн тесен ытларах та ытларах халăх цифра сервисĕ ҫине куҫса пыни куҫ кĕретех.  Ҫынсене туххăмрах кирлĕ пек йышăнусем тума пулăшĕ ҫĕнĕ сервис.  Тепĕр тесен, ĕҫ вырăнĕнчен тапранмасăрах,  сасăлава хутшăнма май пурри те часах», - тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче, республикăра 2020-2021 ҫулсенче патшалăх пĕрлĕхĕсен порталĕнче кандидатсене тата партисене витĕм кӳме пулăшу мелĕпе  ҫынсем усă курнине асăннă.  «Чăваш Ен дистанци мелĕпе сасăлавсем йĕркелесе ирттерме хатĕр тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Ку сасăлав компанийĕн ҫĕнĕ йышĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри» , -  тесе каланă Чăваш Енĕн Тĕп  суйлав комиссийĕн ертӳҫи.   

Олег Николаев иртнĕ сасăлав компанийĕнче ĕҫленисене, комиссийĕн пайташĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  РФ Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене сасăланă хыҫҫăн, йĕрке пăснă пысăк тĕслĕхсем пулманпа пĕрех.  «Ҫав тери пысăк шайра пурнăҫланă хăйсен ĕҫĕсене комиссийĕн пайташĕсем, саккунсене пăхăнса ĕҫлени те куҫ кĕретех», - тенĕ вăл.

Тепĕр тесен, обществăлла сăнав штабĕ те курăмлă ĕҫленĕ, ытларах ку ĕҫе ҫамрăксене явăҫтарнă. Чăваш Республикинче пуҫарса янă ҫĕнĕлĕх, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче те  пулса тăрĕ.      Тин ҫеҫ суйланнă ҫĕнĕ ҫынсене те саккунсене пăхăнса, яваплăха туйса, республикăра пурăнакансен прависене хӳтĕлесе пыма чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн ҫумĕ Игорь Михайлов ҫĕнĕ йышпа паллаштарнă, Тĕп суйлав комиссĕнче тăрăшакансем тарăн пĕлӳллĕ ҫынсем пулнине асăннă.  

Чăваш ЕНри ЦИКра пĕтĕмпе 12 ҫын тăрăшать, вĕсенчен улттăшне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ,  тепĕр улттăшне вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тăратнă.    

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕччен кандидатурăсем пирки предложенисене пухнă.   Паянхи куна илес пулсан, комиссийĕн пайташĕсем пур те пур, вĕсене  тĕрлĕ партисен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленине каланă председателĕн ҫумĕ.

Пиллĕк ҫул хушшинче ЦИК пĕтĕмпе 208 канашлу ирттернĕ, вăл ларусенче пĕтĕмпе 1200 ыйтăва пăхса тухса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пуҫлăхсене, депутатсене суйлама сахал мар ĕҫ туса ирттернĕ, РФ Конституцине те тӳрлетӳсем кĕртессипе  сасăлавсем йĕркелеме  чылай ĕҫ пурнăҫланă.



09 декабря 2021
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter