Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв – мухтавлӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне аса илмелли витӗмлӗ сӑлтав. Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 107 ҫынна «Совет Союзӗн Геройӗ», «Раҫҫей Геройӗ», «Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ» сумлӑ ята парса чысланӑ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем пирӗншӗн кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма пултаракан хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗхӗн ырӑ тӗслӗхӗ тата ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипетӗн пархатарлӑ сӑнарӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк тесе пӗлтернӗччӗ. Палӑртса хунӑ ӗҫсене тивӗҫлипе пурнӑҫланине пула эпир чӑваш халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытса пурӑнмалли истори ас тӑвӑмӗн никӗсне хывса хӑвартӑмӑр. Ҫитес ҫултан пуҫласа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен официаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ Асӑну кунӗ пулса тӑрӗ.

Чӑваш Республикин пурнӑҫӗнчи кӑҫалхи тепӗр паллӑ пулӑм вӑл – Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинӑн Указӗпе Шупашкар хулине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тӗрлӗ тавар туса кӑларассине тивӗҫтерсе тӑнӑ тӗп хуласенчи предприятисен кал-кал ӗҫӗшӗн «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» сумлӑ ята пани.

Паттӑр ентешӗмӗрсене тайма пуҫ, пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх, республикӑра пурӑнакан пӗтӗм ҫынна вара – ырӑ кун-ҫул тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

           

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



09 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter