Çĕнĕ вăйпа малалла

Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсене çирĕплетнĕ. Унта 12 çын кĕрет. Вĕсем тивĕçĕсене пилĕк çул пурнăçлĕç. Çĕнелнĕ комиссипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулчĕ. Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн ертӳçин çумĕ Игорь Михайлов, Республика ертӳçин пулăшаканĕ Николай Михопаров, Владимир Тимофеев усламçă, тĕп федераллă инспектор пулнă Геннадий Федоров, Галина Фирсова юрист, Шупашкарти предприяти ĕçченĕ Марина Яранцева. Асăннă çынсене республика ертӳçи Олег Николаев хăй хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ытти ултă пайташа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ сĕннĕ. Марина Аввакумова юрист, Лилия Вахитова менеджер, тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов, Руслан Иванов усламçă, Олег Павлов юрист тата Екатерина Канюка. «Çĕнĕ йышра çуррине яхăн хĕрарăмсем. Суйлав комиссийĕсем вĕсем çине тытăнса тăраççĕ» терĕ тĕп суйлав комиссийĕн ертӳçин çумĕ Игорь Михайлов. «2021 çулти суйлавсем çӳллĕ шайра иртнĕ. Эсир тăрăшса ĕçленипе саккуна пăснă тĕслĕхсем те пулманпа пĕрех», – палăртрĕ Олег Николаев. «Çĕнĕ йышра Общество палатинче вăй хунисем те пур. Эппин, унти паха опыта кунта маллала тăсасса шанатăп» терĕ республика ертӳçи.



НТРК
09 декабря 2021
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter