Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ӳсни Чӑваш Енре пурӑнакан 170 пин ҫын валли социаллӑ тӳлевсен ӳсӗмне тивӗҫтерет

 Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путин пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, 2022 ҫулта ҫĕршывра пурăнакансен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи 12 654 тенкĕпе танлашать.  Кăтарту каламасăрах паллă, 2021 ҫулхинчен 8,6 процент пысăкрах, МРОТ виҫи вара 13 890 тенкĕпе танлашĕ.

«Федераци шайĕнче саккуна йышăннă.  Эпир те ҫĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев .

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  2021 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче  395-мĕш №-лĕ йышăнăва кирлĕ пек ҫĕнĕллĕх кĕртсе хăварнă.     Ĕҫ хатĕрне Федераци саккунне тĕпе хурса пурнăҫлама килĕшнĕ.   Ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫи  10756 тенкĕ пуласси паллă Чăваш Республикинче 2022 ҫулта,  2021 ҫулхинчен кăтарту пысăк, 952 тенкĕ ӳсесси куҫ кĕретех.

Пĕтĕмĕшле кăтартусене пăхас пулсан, ĕҫлеме пултаракан ҫынсен 11 724 тенкĕ пулĕ, пенсионерсен – 9 250 тенкĕ, ачасене валли – 10 433 тенкĕ.   

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова асăннă ҫĕнĕллĕх нумай граждансемшĕн пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ пулассине асăннă.  Ку пулăшăва Чăваш ЕНре пурăнакансенчен 170 пин ҫын туйса илессине хыпарланă министр. Социаллă тӳлевсене тивĕҫекенсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ ҫӳлерех палăртнă ҫĕнĕлĕх.  



09 декабря 2021
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter