Олег Николаев "Хӑрушлăхсăр Чӑваш Ен" патшалӑх информаци тытӑмне туса хурассине ырланă

 Олег Николаев "Хӑрушлăхсăр Чӑваш Ен" патшалӑх информаци тытӑмне туса хурассине ырланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республика территорийĕнче «Хăрушлăхсăр хула» программа комплексне аталантармалли концепцине пăхса тухнă, ырласа хăварнă.    Ăна тĕпе хурса регионта «Хăрушлăхсăр Чăваш Ен»  патшалăх информаци тытăмĕн сегментне аталантарса яма тĕллев лартаҫҫĕ пуҫлăхсем. «Хăрушлăхсăр Чăваш Ен» ГИС регион шайĕнчи платформăна Чăваш Енĕн Цифра министерствин информаци технологийĕсен центрĕ ҫумĕнче йĕркелесе яма плана кĕртнĕ.  Тĕслĕх вырăнне чи малтан Шупашкар тата Ҫĕнĕ Шупашкар территорийĕсенче ГИС сегменчĕсене  тума шутлаҫҫĕ.  Ҫĕнĕ тытăма 2023 ҫул вĕҫĕ тĕлне пуҫарса яма плана кĕртнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртме пуҫличчен, чи малтан мĕнпур сĕнӳсене пухса тарăн тишкерме чĕнсе каланă.  Ку ĕҫре муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ыйтăвĕсене те шута илме сĕннĕ.  

«Тĕп ĕҫе  йĕркелеме тытăниччен, чи малтан ĕҫ ушкăнне пухса хăш-пĕр ҫивĕч ыйтусене тĕплĕн пăхса тухмалла.  Муниципалитетсен умне те ыйтусене ҫивĕч тăратмалла.  Архитектурăна палăртса хунă хыҫҫăн, каярах проект ĕҫне те тытăнма юрĕ вара», – тесе каланă вăл.

Ҫĕнĕ тытăм хăрушсăрлăхпа титвĕҫтерме мĕнпур кирлĕ хыпарсене пухса мониторинг туса пырĕ. Влаҫ органĕсен шайĕнче пĕр-пĕринпе информаци тĕлĕшĕнчен тухăҫлă ĕҫлесе пымалли  инструмент пулса тăраси те куҫ кĕретех.  

Чăваш Республикин Цифра министерствин «Центр информационных технологий» АУ  директорĕн ҫумĕ Владимир Лавренко  ыйтупа тĕплĕнрех паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсем пуласси пирки каласа кăтартнă. Мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пухăнакан хыпарсемпе кирлĕ пек яваплă службăсенче тăрăшакансем туххăмрах паллашма пултараҫҫĕ, йышăнусем те туса хăварма ансатрах пулса тăрĕ тенĕ вăл.

«Метеостанци ҫумĕнче ятарлă датчиксем вырнаҫтарĕҫ. Сывлăш тасалăхне пăхса тăма витĕм кӳрĕ вăл хатĕр.  Енчен те метеостанци хăрушлăх кăларса тăратакан предприяти ҫывăхĕнче вырнаҫнă пулсан, вăл сывлăш пирки кăна кăтартусене пĕлтермĕ, хăш енчен ытларах хăрушлăх пулма пултарассине те туххăмрах пĕлме май пулĕ. Апла пулсан эвакуаци тума ҫĕнĕлĕх хушма  витĕм кӳресси те часах» , – тенĕ   Владимир Лавренко.   Сăмах май, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче те видеосăнавсем  вырнаҫтармалли  ыйту та   кун йĕркинчех пулнă. Ку ыйтăва та канашлăва пухăннисем тарăн пăхса тухнă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 



10 декабря 2021
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter