Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

  Конституцире палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсем ҫӗршывӑмӑр гражданӗсен чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсемпе прависене тивӗҫтерме тата хӳтӗлеме, обществӑн тӗп тӗллевӗсене пурнӑҫлама – ҫемье институтне, вӗренӗве, ҫын сывлӑхне пулӑшу кӳме, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсене ҫирӗплетме тата нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене сыхласа хӑварма – май параҫҫӗ.

  Конституци хывнӑ саккун никӗсӗ ҫине таянса эпир наци проекчӗсене ӗҫе кӗртетпӗр, Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тата ҫӗршывӑмӑрӑн кал-кал аталанӑвне тивӗҫтерме, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерме пулӑшакан наци тӗллевӗсене татса памалли ӗҫсене пурнӑҫлатпӑр.

  Ҫакна Чӑваш Республики пирки те калама пулать. Республика умӗнче тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче – хальхи аталану программисене тивӗҫлипе пурнӑҫ­ласси тата федераци шайӗнче хута каякан ҫӗнӗ программӑсене май килнӗ таран тухӑҫлӑн хутшӑнасси.

   Чӑваш Республики умӗнчи анлӑ та пысӑк тӗллевсене эпир пӗрлехи вӑйпа ӑнӑҫлӑн татса пама, хамӑрӑн пурнӑҫа хӑтлӑрах тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

  Сире ҫирӗп сывлӑхпа телей, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев



12 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter