Чӑваш Ене федераци енчен хушма 305,2 миллион тенкӗ куҫать

Кун пек хушăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче федераци енчен куҫакан пулăшăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсене куҫассине хыпарланă, 305,2 млн тенкĕ сахал мар ыйтăва татса пама витĕм кӳрессине асăннă. «Ҫитес кунсенче эпир Чăваш Республикин Правительствин кирлĕ пек йышăнăвне пăхса хăварăпăр. Каярах вара районсемпе хуласене палăртнă укҫа тенкĕне уйăрса та парăпăр», – тенĕ вăл.
Михаил Ноздряков сăмаха малалла тăснă май, республика хыснинчен кăҫал районсемпе хуласене 29,2 млрд тенкĕ куҫарса панине, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, кăтарту 12 процент пысăкрах тесе пĕлтернĕ. Вăл шутран, вĕренӳ пайне, культурăпа спорта аталантарма 700 млн тенкĕ уйăрнине асăннă. «Кăҫал ҫав тери пысăк тĕрев панă республикăри районсемпе хуласене. Енчен те малтанласа палăртнă кăтарту пурĕ те 305 миллион кăна пулнă пулсан, халĕ вăл пĕр миллиард тенкĕрен те иртнĕ», - тенĕ пĕрремĕш вице-премьер.
Хальхи вăхăтра Чăваш Ен Правительстви муниципалитет пĕрлешĕвĕсене хушма укҫа-тенкĕ уйăрассипе ятарлă ыйтăва тишкернине пĕлтернĕ Михаил Ноздряков. Пулăшăва газшăн парăма саплаштарма, ял хуҫалăх техникисене туяннăшăн тăкаксене парса татма тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те татса пама куҫарасси те куҫ кĕретех.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче республикăн экономика, социаллă сферăпа инфратытăма аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.