Пулас агромаркет Чăваш Енре ҫитес ҫулта пĕрремĕш квартал вĕҫлениччен хута кайĕ

Пулас агромаркет Чăваш Енре ҫитес ҫулта пĕрремĕш квартал вĕҫлениччен хута кайĕ

2022 ҫулта кĕркуннерен пуҫласа регионта шалти ярмарка тата фудкорт ĕҫлеме пуҫлĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ĕҫ ушкăнне суту-илӳ центрне хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн тишкерсе тухма каланă.  Палăртмалла, ĕҫ ушкăнĕн йышне Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви, Чăваш Республикин Экономика министерстви,  Строительство министерстви, Минпромэнерго тата Шупашкар хулин администрацийĕпе Росссельхозбанк Чăваш Енри филиалĕн ĕҫчешĕсем кĕреҫҫĕ.  

«Пĕрремĕш кварталта ял хуҫалăх таварĕсене сутма куҫса ҫӳрекен ярмарка йĕркелессине хута ямалла.  Фермерсене тивĕҫтерме ятарлă хăтлă условисем пулмалла.  2022 ҫулта кĕркунне ярмарка туллин ĕҫлеме тытăнмалла.   Пуласлăхра логистика центрĕ епле аталанса пырассин ҫул-йĕрĕ те паллă пулмалла», – тесе каланă Олег Николаев.

Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви «ҫулсен карттине» хатĕрлет.  Пулас центăра хулара ăҫта тăвассине, унăн ятарлă вырăнне палăртассине Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ тата Шупашкар хулин администрацийĕ ыйтăва тĕплĕн тишкерĕ.  Транспорта кĕрсе тухма та меллĕ пулмалла. Мĕнпур ыйтăва тарăн  пăхса тухма чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  Проектăн  пĕтĕмĕшле хакĕ 700 млн тенкĕ.

«Агромаркет концепцийĕ виҫĕ ҫул-йĕрпе ĕҫлесе пырĕ.  Пĕрремĕшĕ – кулленех ĕҫлекен ярмарка, иккĕмĕшĕ – фудкорт пайĕ,  кунта халăх хăйсен пушă вăхăтне ирттерме пултарĕ, апатланма та условисем йĕркеленĕҫ, виҫҫĕмĕшĕ – логистика центрĕ, кунта таварсене тирпейлесе кирлĕ пек вырăнсене илсе ҫитереҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Проекта Шупашкарта Апат-ҫимĕҫ фончĕн лаптăкĕнче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, вăлах унăн операторĕ те пулĕ.  Асăннă  лаптăка тĕпрен юсаса хăтлăлатмалла, халăха ҫӳреме чаплă вырăн туса хумалла. «Кун пек ĕҫе пуҫарса яма пĕтĕмпех условисем ҫителĕклĕ.  Аталанса пыма меллĕ, Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕ те витĕм кӳме хатĕр. Фермерсен таварĕсене сутма ҫителĕклĕ условисем пулĕҫ, тепĕр тесен кăмăл та  ĕҫлеме пурин те пур – ку вара чи кирли»,  – тесе сăмаха ҫавăрса каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен проектсенчен пĕри пулса тăрать те ҫак ĕҫ.  Ял хуҫалăх таварĕсене халăх патне илсе ҫитерме аван.  Хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан экологи енчен паха таварсем кирлĕ пек хакпа ҫынсем патне ҫитесси те куҫ кĕретех пулĕ.  

 



13 декабря 2021
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter