Наставничество вăй илсех пырать

Правительство çуртĕнче паян наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсĕ уçăлчĕ.

Кăçал тупăшăва хутшăнма республикăри 36 организацирен заявка йышăннă. Çакă Чăваш Енре наставничество çамрăк специалистсене ĕç йĕркине хăнăхтарма, коллективпа пĕр чĕлхе тупма, професси ăсталăхне аталантарма пулăшакан тухăçлă меслет пулса тăнине çирĕплетет.

Конкурса хутшăнакансене эксперт комиссийĕн председателĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов саламларĕ. «Конкурс наставничествăна аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлекенсене палăртнисĕр пуçне ыттисен опычĕпе паллашма та, çĕннине пĕлме те пулăшать», — терĕ вăл.

Прдеприяти-организаци представителĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç, экспертсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.



Хыпар
15 декабря 2021
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter