Патшалăх пулӑшнипе 2021 ҫулта Чӑваш Ен предпринимателӗсем 450 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ

Патшалăх пулӑшнипе 2021 ҫулта Чӑваш Ен предпринимателӗсем 450 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ

Кун пирки  Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов  республикăн кăҫалхи 11 уйăхри  малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă вăхăтра пĕлтернĕ.

Кредитсемпе усă курассинче палăртнă ҫăмăллăхсем предпринимательсене сахал мар витĕм кӳнĕ, программăпа тухăҫлă ĕҫлесе пыни те куҫ кĕретех.  Патшалăх пулăшăвĕпе  усă курса, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те чылай хатĕрленĕ –  кăтарту 450 ҫитнĕ. Пурĕ 263 инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕртнĕ.

«Республикăра пурĕ 62 пин ытла вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ шутланать, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 28,5 процент пысăкрах пулни сисĕнет.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче, бизнес сферинче 168 пин ҫын тăрăшать», – тесе хыпарланă вице-премьер.   

Чăваш Енĕн промышленноҫ производствин индексĕ кăрлач-чӳк уйăхĕсенче малтанласа палăртса хунă тăрăх 100,5 процентпа танлашать, ял хуҫалăх пайĕнче те ӳсĕм пысăк – 93,7 процента ҫитнĕ.  Регионта вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕпе ĕҫлес текенсен йышĕ самай чылайланнă. Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче, ку экономикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине,  самай витĕм кӳнине асăннă. Республика умĕнче тата та пысăк тĕллевсем пур: 2030 ҫулсем тĕлне экспорта куҫараан таварсен калăпăшне ӳстерсе пырасси.  

Чи пысăк кăтартусенчен пĕри – ĕҫ рынокне шайлаштарни.  Ĕҫсĕррисен шучĕ пысăк мар, пурĕ те 4,3 процентпа танлашать.  «Ĕҫсĕр халăха патшалăх енчен тĕрев парасси малалла та курăмлăн пурнăҫланса пырĕ. Ҫулталăк кăтартăвĕсем тăрăх,  1,0 % ҫитерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать», – тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин экономика  министерствин ертӳҫи.



15 декабря 2021
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter