Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх информаци порталне CAP.RU йĕркеленĕренпе 25 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлать

Республикӑн хисеплӗ ҫыннисем, ентешӗмӗрсем тата Чӑваш Ен тусӗсем!

Республика пурнӑҫӗ, уйрӑм ҫын пурнӑҫӗ пекех, малтанлӑха питех палӑрсах та кайман тӗрлӗ пулӑмпа ҫитӗнӳрен йӗркеленет, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара вӗсем нумай ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, тӗрӗссипе каласан, вӗсемсӗр ытти ыйтусене татса пама та май ҫук пулса тухать.

25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хуни шӑпах ҫавӑн пек пулӑмсен шутне кӗрет, сайтран часах портал йӗркеленчӗ, республикӑри ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата муниципаллӑ влаҫӑн пӗтӗм органне, ҫавӑн пекех федераци влаҫӗн мӗн пур органӗн сайчӗсене кӗме май паракан тытӑм пулса тӑчӗ.

Ҫакӑ технологипе информаци анинчи паллӑ ҫитӗнӳ шутланать, вӑхӑт чӗнӗвне тивӗҫтерсе вӑл ҫынсемшӗн влаҫ ӗҫ-хӗлне уҫӑмлатма пулӑшрӗ кӑна мар, влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑну каналне те йӗркелерӗ. Интернетра ҫак ресурс хута кайни ҫав самантра Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин пӗтӗм сферине информатизацилес ӗҫе пуҫарса янине, вӑл вара пирӗн республикӑна «Электронлӑ Раҫҫей» проекта хастарлӑн пурнӑҫлама тытӑннӑ ҫӗршыври пысӑк регионсемпе пӗр шая лартнине ҫирӗплетсех калама пулать.

Ҫав информатизаци проекчӗсен витӗмӗпе, вӗсен шучӗ 15-рен те иртет, Чӑваш Ен пӗтӗм ҫӗршывшӑн трендсем йӗркеленӗ, ҫав шутра Раҫҫейре пӗрремӗш пулса республика Правительствинче асӑннӑ сферӑри управлени органне – Ҫыхӑнупа информатизаци енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетне туса хунӑ.

 Паян Раҫҫей наци проекчӗсен шайӗнче ҫӗршыври халӑх пурнӑҫӗн пӗтӗм сферине цифрӑлас ӗҫе хастарлӑн пурнӑҫлать, ҫавнашкал проектсене экономикӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, культурӑра, социаллӑ сферӑра пурнӑҫлас енӗпе Чӑваш Ен каллех ҫӗршыври чи лайӑх вунӑ регион шутӗнче.

Ҫавӑнпа та эпӗ регионӑн тӗп информаци ресурсӗ – Чӑваш Республикин Влаҫ органӗсен порталӗ – 25 ҫул тултарнӑ ятпа республикӑн ҫӗнӗ информаци анлӑхне йӗркелес тӗлӗшпе чӗрӗк ӗмӗр ырми-канми ӗҫленӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансене пӗтӗм тӗнчепе, ентешсемпе, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе, Раҫҫейӗн информаци ресурсӗсемпе ҫыхӑнтарса тӑнӑ мӗн пур специалиста саламлатӑп. Рунетӑн чи лайӑх сайчӗсен конкурсӗн пӗрремӗш номинанчӗ шутланакан портал кӑҫал хӑйӗн чӑвашла кӑларӑмӗ 10 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Порталпа усӑ куракан тата хӑйне кирлӗ информацие унтан илекен мӗн пур ҫынна та саламлас тетӗп!

Ҫӗнӗ хыпарсен сумлӑ ҫӑл куҫӗ, чӑннипе вара республикӑн информаци агенстви пулса тӑнӑ май, вӑл ҫӗнӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи паллӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен ҫыруҫи ӗҫне те хӑех туса пырать. Унтан та ытларах, вӑл официаллӑ тӗрӗс информацин шанчӑклӑ ҫӑл куҫӗ пулнине вӑхӑт кӑтартса пачӗ, ҫакнах портала кӗрсе тухакансен  шучӗ кунне 50 пин ҫынран та иртни ӗненмелле ҫирӗплетет. Тӗрӗссипе каласан, портал патшалӑхпа обществӑн тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ҫыхӑнтарма пулӑшакан пӗрлехи «чӳрече» шутланать, хальхи портал влаҫ органӗсен, учрежденисемпе ытти организацисен 700 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать.

Ҫавӑн пек нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн ҫакна палӑртмалла: www.cap.ru вӑл – чи малтанах, пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫынсем, лайӑх йӗркелӳҫӗсем, вӗсем хӑйсен пӗтӗм пултарулӑх вӑй-халне ӑна туса хума тата аталантарма хывнӑ.

Портал – Наталья Ивановна Володинапа Дмитрий Айратович Назиповӑн, Владимир Викторович Лидерманӑн тата республикӑри нумай-нумай специалистӑн пархатарлӑ ӗҫӗ, вӗсем, унпа ӗҫлесе пысӑк опыт пухнӑскерсем, паян хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ кураҫҫӗ, республика шайӗнче кӑна мар, федераци шайӗнче те! Сирӗн ӑсталӑхӑра пула, хисеплӗ ӗҫтешсем, портал республикӑшӑн кӑна мар, нумай чухне – хӑйӗн технологи, идеологи йышӑнӑвӗсем тӗлӗшӗпе, витерӳлӗх шайӗпе – ҫӗршыври ытти регионсен хушшинче те курӑмлӑ проект пулса тӑчӗ.

Вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, малалла шӑвать, вӑл ҫак проекта пурнӑҫлакансем, ӑна тата та кирлӗрех, интереслӗрех, республикӑри мӗн пур ҫыншӑн, унӑн хӑнисемпе ӗҫтешӗсемшӗн те илӗртӳллӗрех тума тӑрӑшакансем умне ҫӗнӗ чӗнӳсем кӑларса тӑратать.

Портала йӗркелеме тата аталантарма хутшӑннӑ ветерансене пурне те тав тӑватӑп, унӑн хальхи командине вара ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, пуҫаруллӑ шухӑшсем, тухӑҫлӑн аталанма тата порталпа усӑ куракансен йышне ӳстерме сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ            Олег Николаев



16 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter