Филармони каллех куракансене йышăнма хатĕр

Сăмахăм Чăваш патшалăх филармонийĕ пирки. Унăн çуртне тĕпрен çĕнетсе улăштарасси çинчен 20 çул каяллах сăмах çӳретчĕ. Анчах та ун чухне ĕç вырăнтан тапранаймарĕ.

Реконструкци ĕçĕсене 2017 çулта çеç, федерацин «Культура» программине кĕнĕ хыççăн, пуçлама май килчĕ. Вăл та вăраха тăсăлчĕ, мĕншĕн тесен подрядчиксемпе субподрядчиксем улшăнсах тăчĕç, чылайăшĕпе судлашма та тиврĕ. Ĕçе малалла тăсас тĕлĕшпе республика бюджечĕн нухрачĕпе те усă курма тиврĕ. Çапах та 3-мĕш стройтрест ĕçе вĕçне çитерчех. «Унччен пирĕн филармони юхан шыври кимĕ пекчĕ, халĕ — океанри лайнер евĕрлĕ, — тет филармонин илемлĕх ертӳçи Николай Казаков. — Халĕ Раççей, тĕнче шайĕнчи çăлтăрсене йышăнма та намăс мар. Çавăн пекех хальхи вăхăтри музыкăн çулленхи фестивальне йĕркелесе ярас кăмăл пур».

Строительсен стенана 6 метр сарлакалатма май килнĕ. Ăна çутă тата сасă хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Залра питĕ хăтлă, унта ларса пăхмалли 674 вырăн. Сасă студийĕнче харăсах 40 микрофонран çырса илме пулать. Артистсем валли репетици ирттермелли зал та пысăк, çутă. Хушма цехсем валли те вырăн уйăрнă.

Чăваш патшалăх филармонийĕн тĕпрен çĕнелнĕ çурчĕпе раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче журналистсем паллашрĕç. Паян унта пĕрремĕш концерт иртрĕ. Хальхинче куракансене Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли йышăнчĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, ыттисем хутшăнчĕç. Олег Алексеевич çуртпа тĕплĕн паллашрĕ. Ун хыççăн хăйĕн шухăшне палăртрĕ:

- Паян артистсемпе пĕрле чунтан савăнатăп. Нумай çул кĕтме тиврĕ вĕсене çак саманта. Малашне вĕсем тата лайăх кăмăлпа еçлесе куракана савăнтарасса шансах,  тăратăп, - терĕ вăл.

Филармони ĕçченĕсем çывăх вăхăтрах культура пулăмĕсен марафонне пурнăçа кĕртме пуçласси пирки пĕлтерчĕç. Сăмахран, раштавăн 16-мĕшĕнче тĕп хулари Владимир Петров ертсе пыракан концертпа вĕрсе каламалли оркестр йĕркеленсе кайнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине паллă тăвĕç. Сцена çине классика, халăх, эстрада юррисене юрлакансем тухĕç. Шăматкун музыкăна юратакансем «Романсиада» конкурс лауреачĕпе Дмитрий Риберопа, Раççей халăх артисчĕпе, Габдулла Тукай ячĕллĕ Тутарстан Патшалăх премийĕн лауреачĕпе Анатолий Шутиковпа тĕл пулĕç.



Хыпар
16 декабря 2021
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter