«Пысăк тăхтав» финалисчĕсене чысларĕç

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене Тав хучĕпе чысларĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн иккĕмĕш сезонĕ кăçалхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланнă. Унта аслă классенче вĕренекенсен çеç мар, 5-7-мĕш классенче, çавăн пекех професси паракан вĕрентӳ учрежденийĕсенче пĕлӳ пухакан пуçаруллă çамрăксем те хутшăнма пултарнă. Çак конкурс кашни ачана аталанма, хăйĕн вăйлă енĕсене тупма май парать. Кăçал çак проекта 2, 5 млн шкул ачи хутшăннă, 1500-шĕ финала тухма пултарнă. «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалĕ Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче иртнĕ. Чăваш Енрен унта 15 вĕренекен хутшăннă, пиллĕкĕшĕ гранта тивĕçнĕ.

Олег Алексеевич çĕнтерӳçĕсене саламланă май вĕсене малашне те ăнăçу сунчĕ.

 Чи кирли — эсир мĕн шухăшлани кайран хăвăрах кăсăклă пултăр, çынсене усă кӳтĕр, — терĕ вăл.



Хыпар
16 декабря 2021
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter