Правительство çуртĕнче Шалу тӳлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Правительство çуртĕнче Шалу тӳлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

  Правительство çуртĕнче Шалу тӳлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

«Пирĕн тĕллев – ҫулталăк хушшинче ырă улшăнусем патне ҫитесси.  Тĕп индикатора ҫитес тесе кулленех ĕҫлесе пыратпăр, халăхăн тупăш пайĕ ӳстĕр тесе тăрăшатпăр.  Паллă, кун пек пултăр тесен, шалăва та вăхăтра тивĕҫтерме тăрăшмалла, ĕҫсĕррисен шутне чакармалла. Пирĕн пĕрле пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пыма пĕлмелле. Мĕнпур палăртса хунă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртмелле, тухăҫлăха та малти вырăна кăларма тăрăшмалла», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта тăватă предприятийĕн  пĕтĕмпе ĕҫ укҫин парăмĕ 4,14 млн тенкĕ пухăнса кайнă. Ҫулталăк пуҫламăшĕнчи кăтартупа танлаштарсан, парăм виҫи чылай чакнă, кăтарту 15,85 млн танлашать, вăл 79,4 процент пулать.  

Чăваш Енри Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳҫи Алексей Метёлкин сăмаха малалла тăснă май,  2021 ҫулта раштав уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи 24 организацийĕн пурĕ 36,3 млн тенкĕ парăм пухăннине пĕлтернĕ,  856 ĕҫчене вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтерейменнине асăннă. Кăтарту пысăках мар теме юрĕ, ҫулталăк пуҫламăшĕнчипе танлаштарсан  14,93 млн тенкĕ чакнă, 29 процент пулать. Панкрута тухнисем – 13, 10-шĕ хăйсен ĕҫне пăрахăҫлани пирки пĕлтернĕ тата тепри вара экономика енчен хастар ĕҫлесе пыракан предприятийĕсен йышĕнче тăраканни.

Чăваш Енри налук службинче тăрăшакансем сахал мар йĕрке пăсакансене тупса палăртнă. Ĕҫпе тивĕҫтерекен 13 пин ытла ертӳҫĕ ĕҫ укҫине хăйсен предприятийĕсенче тăрăшакансене тивĕҫлĕ шайра парса пыманнине тупса палăртнă. Сăрă схемăсемпе ĕҫлекеннисем те пулкаланă, ку тĕлĕшпе те пĕрре мар тĕслĕхсем тупса палăртнине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем. Комиссийĕсен ларăвĕсенче  сахал мар ыйтăва пăхса тухнă, Чăваш Республикин хыснине налук 7 млн тенкĕ куҫарса пани те ҫакнах ҫирĕплетет, страховани взносĕсене 16,2 млн тенкĕ тӳленĕ.

Раҫҫей ФНС Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Алексей Краснов хăйĕн сăмахĕнче чи хастар ĕҫлекен районсемпе хуласене аса илсе хăварнă, Улатăрта, Канашра, Канаш районĕнче асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.    Хĕрлĕ Чутайĕнче, Етĕрнере, Ҫĕмĕрлере  ку тĕлĕшпе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫе ҫĕнĕлле пăхса тухма, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене районсемпе хуласенчи комиссийĕсен ĕҫне кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пымаллине каланă.   Ку ĕҫе массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене те явăҫтарма сĕннĕ, ытларах та ытларах халăх хушшинче  ăнлантару ĕҫĕсене туса ирттерме хушнă.  Граждансен прависене хӳтĕлеме тăрăшмалла, йĕрке пăсакансене тупса палăртсан явап тыттарсан аван.     

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри ĕҫ стажĕ пирки хыпарсене электронлă кĕнекере вырнаҫтарасси. Паянхи куна илес пулсан,  ĕҫпе тивĕҫтерекен 3,5 пин ытла ҫын пирки хăйсен шухăшĕсем ҫинчен  пĕлтерекен хыпарсене кирлĕ пек службисене тăратнине палăртса хăварнă комиссийĕн пайташĕсем.  

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Ирина Коннова ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарса панă, енчен те кирлĕ пек информацисене вăхăтра памасан, ĕҫпе тивĕҫтерекенсене явап тытма тивет тенĕ.   

«Пуласлăхра электронлă майпа ĕҫлесе пырасси вăй илсе пырать. Эпĕ тахҫанах кун пек форматпа ĕҫлеме килĕшни пирки хыпарланă. Питĕ ансат тата меллĕ», – тесе сăмаха хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Каламасăрах паллă, электронлă майпа ĕҫ кĕнекине йĕркелесе пырсан, туххăмрах хыпарсене пĕлме пулать. Енчен те ҫын пĕр ĕҫрен тепĕр ĕҫе куҫас тесен те ку меслетпе усă курсан тен вырăнлă пулнă пулĕччĕ, йĕрке те пулĕ, хăрушсăрлăх та малти вырăна тухса тăрĕ. 

Чӑваш Енре ӗҫ укҫи енӗпе парӑм 80 процента яхӑн чакнӑ, ӗҫ кӗнекине тытса пымалли электронлӑ меслет суйласа илнисем 17 процентпа танлашать.



16 декабря 2021
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter