Ĕç укçине вăхăтра тӳлемелле
Кирек епле ĕçе пурнăçланăшăн та кашнинех вăхăтра шалу илмелле. Анчах та хăш-чухне тĕрлĕ кăлтăка пула ĕç укçине вăхăтра тӳлеменни те пулать. Хăш-пĕр пĕрлешӳсен çавна май пысăк парăмсем пухăнса каяççĕ. Ĕç укçине вăхăтра тӳлессине Правительсво çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Паян республикăра 24 пĕрлешĕвĕн 36 млн ытла тенкĕлĕх парăм пухăннă. Вăл шутра панкрута тухнă организацисем пур. Çука тухнă пулин те вĕсем хăйсен ĕçченĕсене кĕмĕл парса татман. Çак вăхăтри пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан парăм шайĕ чакнă пулин те, ĕç укçине тӳлесе татма майсем шырамаллине палăртрĕç ларура. Следстви комитечĕ саккуна пăснă тĕслĕхсене тимлĕхрен çухатмасăр кашни лару-тăрăва тишкерет. Пĕрлешӳ ертӳçисем ĕçченсем умĕнче хăйсен яваплăхне туяççĕ. Предприяти ертӳçисем харпăр хăй кĕсйинчен парăма татнă тĕçлехсем те пулнине палăртрĕç ларура. Пухăннисем çавăн пекех халăха турттарас ыйтăва сӳтсе яврĕç. Саккуна пăхăнмасăр халăха турттаракансем йышлă. Çăмăл машина хуçисем яваплăха хăйсем çине илмеççĕ, çавăн пекех вĕсен харпăр хăй усламçă пулнине çирĕплетекен хут та çук. Апла пулсан вĕсен халăха турттарма ирĕк те çук. Синкерлĕ лару-тăру сиксе тухас пулсассăн пассажир пурнăçĕшĕн вĕсем явап тытмĕç. Вĕсене пулах халăха турттаракан тытăм самай шар курать. Саккуна пăсса çынсемпе çула тухакансене явап тытттараççĕ. Çавăн пекех малашне муниципалитетсемпе тачă çыхăнса саккуна пăсакансене тупса палăратссипе калăпăшлă ĕçсем пулмаллине каларĕç ларура.