Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем муниципалитетсен 8-мĕш съезчĕн ларăвне пухăнчĕç

Çулталăк вĕçленсе пынă май кашни тытăмрах пĕтĕмлетӳ тумалли тапхăр çывхарать. Çакна май вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем муниципалитетсен 8-мĕш съезчĕн ларăвне пухăнчĕç. Хăйсен ретĕнче пин ытла çынна пĕрлештерекен муниципалитет пĕрлĕхĕсен ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Малашне те шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçласа пыма сунчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем халăхпа мĕнле хутшăннинчен, вĕсем халăхпа мĕнле ĕçленинчен, шăпах та, пуçланать те халăхпа влаç тытăмĕн çыхăнăвĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе ĕçлени сая кайманнине палăртрĕ республика ертӳлĕхĕ. Пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймен тĕллевсемпе ĕçсене вăраха хăвармасăр малалла пурнăçласса шаннине пĕлтерчĕ Олег Алексеевич.



НТРК
16 декабря 2021
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter