Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Пысӑк перемена" конкурс финалисчӗсемпе тӗл пулнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Пысӑк перемена" конкурс финалисчӗсемпе тӗл пулнă

Тĕп премисене тивĕҫнисем шутĕнче шкул ачисем пиллĕкĕн тата икĕ студент.  Пĕтĕмпе проект ĕҫне 10 пин ытла шкул ачи хутшăнма кăмăл тунă, 252 студент хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.  

«Пысăк перемена» конкурсăн ҫĕнтерӳҫисемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕл пулнă. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă республика Пуҫлăхĕ. «Сирĕн пултарулăхăрсемпе эпир мăнаҫланатпăр. Паха проектсем пирки федераци шайĕнче пĕлчĕҫ. Вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче.  Раҫҫей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче сирĕн проектсем тивĕҫлĕ вырăн йышăнни те куҫ кĕретех.  Пирĕн пуҫаруллă ĕҫсем пирки манса кайма юрамасть, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн малашне те ырми-канми тăрăшса ĕҫлемелле», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Правительствине ҫамрăк яш-кĕрĕмсен проекчĕсене пурнăҫлама витĕм кӳме чĕнсе каланă. «Эпир пĕр пек шухăшлатпăр, пурнăҫ ҫине те пĕр пекрех пăхатпăр. Тĕллевсем те пурин те пĕр пек тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Эпир сирĕн вĕрентекенĕмĕрсем. Сирĕн пуҫаруллă ĕҫсемпе эпир те тăрăшма хатĕр.  Пуриншĕн те усăллă пулччăр поектсем. Ачасем валли те аслисем валли те пĕлтерĕшлĕ пулса тăччăр. Тухăҫлă ĕҫлеме вĕренсе пырсан, ҫитĕнӳсем тăвасси те часах пулĕ», – тесе ҫапларах каланă.  

Шупашкарти 44-мĕш №-лĕ лицейра вĕренекен Дмитриева Мая, Семенова Яна  – вăл Шупашкар хулинчи 2-мĕш №-лĕ лицейра тăрăшать, ҫамрăксем 200 пин тенкĕ тивĕҫнĕ. Пĕрер миллион илекеннисем вара Ҫĕмĕрле хулинче   8-мĕш №-лĕ гимназире вĕренекен Петякова Кристина, Салмина Александра – Каҫал енре  2-мĕш №-лĕ шкулта ăс пухакан, Александров Игорь Шупашкарти 56-мĕш №-лĕ шкулта тăрăшакан ҫамрăк тивĕҫнĕ.  

Мала тухнисем умĕнче Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче тăрăшакан ҫамрăксем: Михайлов Роман, Трофимова Татьяна. Кунсăр пуҫне Шупашкарти кооперативлă техникумра вĕренекен хĕрупраҫ  Зонтова Галина ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă.  Премине ҫамрăксем малашнехи пурнăҫра  ăсх-хакăлпа тавра курăм тĕнчине пуянлатма, ятарлă кирлĕ пек пуласлăхри ĕҫре усă курма май паракан техника илсе те тăкакланма пултарайраҫҫĕ.  

 



17 декабря 2021
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter