«Прибор тăвакан корпораци» ГК «Ростех» Чӑваш Енри хăш-пĕр районсен ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерĕ

«Прибор тăвакан корпораци» ГК «Ростех»  Чӑваш Енри хăш-пĕр районсен ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерĕ

Кун пирки «Прибор тăвакан корпораци» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Сергей Сахненко  хыпарланă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа ĕҫлĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май.

Килĕшĕве пурнăҫланă шайра, ку шăпах та пĕрлехи проект пулса тăма пултарать.  Аса илтеретпĕр, кăҫал кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Ростех» Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Чемезов документа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Республикăри хăш-пĕр аякра вырнаҫнă районсенче ҫыхăну тытма меллех мар.  «Регионта трафик-проекта пурнăҫа кĕртме хатĕр эпир. 2022 ҫулта пĕрремĕш кварталта ĕҫе кӳлĕнме те пуҫлăпăр», – тесе пĕлтернĕ Сергей Сахненко.  

Чăваш Республикин Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра саслă ҫыхăну тĕлĕшпе йывăрлăхсем пачах та ҫук.  Анчах та, пысăк хăвăртлăхпа Интернета тухма май ҫук уйрăм хăш-пĕр территорисенче.  Кун пирки Чăваш Енре пурăнакансем пĕрре мар ҫирĕплетеҫҫĕ. 

Сергей Сахненко хăйĕн сăмахĕнче «Объединенная приборостроительная корпорация» АО наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе хастар ĕҫленине каланă.  Регионта паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан инфратытăма аталантарса пыма ĕҫсене пурнăҫлама хатĕр тесе пĕлтернĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем сывлăх сыхлавĕнчи тытăм пирки те сăмах пуҫарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăра пурăнакансене сахал мар кăшăл вирус амак чирĕ чăрмав кӳнине те палăртса хăварнă.  Медицинăра кирлĕ пек хатĕрсемпе тивĕҫтерес ыйту та малти вырăна тухса тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Эсир ĕҫе йĕркелесе пыма пĕлетĕр.  Комплекслă йышăнусене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫивĕч ĕҫлеме тивĕ. Паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессине те ĕненетпĕр», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Объединенная приборостроительная корпорация» ГК «Ростех» генеральнăй директорне.    

Сăмах май, республикăри клиника больницин хушма ҫĕнĕ корпусне хута ярасси пирки те ыйтăва хускатнă.  Кун пирки ыйтупа РФ Президенчĕ  Владимир Путин патне хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев та тухнăччĕ.  «Медико-техника ҫурте тăвас тесе ыйтăва тарăн тишкерес ĕҫ пырать.  Ҫитес вăхăтсенче кирлĕ пек хурав пулассине ĕненетпĕр.  Ҫитес тапхăрсенче вара объекта пурнăҫлама проект тăвас ĕҫе те пуҫарма тен юрĕ.  Ҫурта хăпартас ĕҫе вăраха тăсмалла мар, объект пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни куҫ кĕретех», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Ростех» Патшалăх корпорацийĕ кирек епле ыйтăва та татса парассинче пысăк витĕм кӳрет, пирĕншĕн вĕсем чăн-чăн шанчăклă партнерсем», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл.

«Прибор тăвакан корпораци» тĕрлĕ наци проектне пурнăçа кĕртессипе тимлет. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнĕ медицина хатĕрĕсене туса кăларассипе хальхи вăхăтра ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вăл шутра сиплев, диагностика тата ытти çĕнĕ йышши медицина хатĕрĕ те. Кăшăллă вирус та урăхла тимлеме хистет. Чирпе кĕрĕшме кирлĕ оборудование юсас, çĕнетес, лайăхлатас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлес сĕнӳпе корпораци ертӳлĕхĕ патне çырупа тухнă май Правительство çуртĕнче малашнехи ĕçсен çул-йĕрне сӳтсе явнă. Корпораци ертӳçи Сергей Сахненко тĕплĕн пĕрлешӳ ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, малашне пĕрле тăрăшассине палăртнă.

«Хăрушлăхсăр хула» комплекслă проекта пурнăҫа кĕртесси пирки те ыйтăва тарăн тишкернĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан программăсене тĕпе хурса, ятарлă тытăма кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.  



17 декабря 2021
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter