Пурнӑҫ пахалӑхӗ енӗпе хатĕрленĕ рейтингра чи лайăх ĕҫлесе пыракан вунă субъект шутне кĕнĕ Чӑваш Ен

Регионсенче пурăнакансен  пурнăҫ пахалăхĕн шайне стратегийлĕ пуҫарусен Агенстви хакланă.  Чăваш Республики хальхинче саккăрмĕш вырăна тухнă.  Малтанхи виҫĕ вырăна Мускав, Тамбов облаҫĕ тата автономиллĕ Ханты-Манси округĕ - Югра ҫĕнсе илнĕ.

Пĕтĕмлетӳсене пĕлтернĕ май, АСИ ертӳҫи Светлана Чупшева  субъектсене хаклани, регионсен вăйлă енĕсемпе начар ĕҫĕсене курма май панине палăртнă.  Пуласлăхри плана пăхса тухма, ҫитменлĕхсене те пĕтерме витĕм кӳнине асăннă.

«Пурнăҫ пахалăхăн шайне хаклама май паракан рейтинга ҫулсеренех туса хатĕрлĕпĕр.  Унăн тĕллевĕ – регионсенчи влаҫ органĕсене малалла ҫитĕнӳсем тума хавхалантарасси.    Кашни регионта ҫынсен ыйтăвне тивĕҫтернине хаклама та меллĕ.  Пурнăҫа лайăхлатма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем тупса палăртма та пулăшать», – тесе каланă Стратеги пуҫарăвĕсен Агенствин ертӳҫи.  

Регионсене пĕтĕмпе вунă енпе тĕплĕн тишкерсе хакланă: ҫурт-йĕр, инфратытăм, экологи, тасалăх, хăрушсăрлăх, патшалăх пулăшăвĕсем тата сервисем малти вырăна тухнă. Социаллă хӳтлĕх, вак тата вăтам предпринимательлĕх ыйтăвĕсем, медицина пайĕ те ҫивĕч ыйтусем шутĕнче. 

Рейтинга Нацийĕн социаллă пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркелесе янă. Ку тытăм пурнăҫ пахалăхĕн шайне лайăхлатма май парать.  Халăха мĕн кирлине те туххăмрах тупса палăртма меллĕ, вĕсен ыйтăвĕсене епле тивĕҫтернипе тивĕҫтерменнине те хаклама ансат.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш ЕН малтанласа палăртса хунă ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, кăҫал 11 уйăх хушшинче экономикăна ура ҫине тăратма пултарнине асăннă.  Республикăра ĕҫсĕрисен шучĕ  сахал пулни те те ҫакнах ҫирĕплетсе парать тенĕ вăл.  

«Рейтинг кăтартăвĕсене тарăн тишкерсе регионти ҫитĕнӳсемпе танлаштаратпăр. Чи пысăк  кăтартусенчен пĕри – халăха пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерни.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне те аталанса вăй илсе пыма хăтлă условисем йĕркеленĕ республикăра.  Патшалăх пулăшăвне тĕпе хурса регионта ҫĕнĕ 450 ĕҫ вырăнĕ халăх валли хатĕрленĕ.  Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе хастар ĕҫлени те куҫ кĕретех. Пĕтĕмпе 263 проект халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма май панă.    Вак тата вăтампредпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансен йышĕ республикăра 168 пинрен те иртсе кайнă», – тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

«Тăван тавралăх таса пулни, экологине пăхăнса пурăнни – халăхăн сывлăхне упрама май парать. Енчен те экологи таса пулсан, ҫынăн пурнăҫĕ те вăрăм пуласси никама та иккĕлентермĕ. Кун пирки халăх пĕре мар ҫирĕплетсе калать.  Пирĕн тăван тавралăха упрама пĕлмелле», – тенĕ Эмир Бедертдинов.    Республикăра таса ҫĕршыв, вăрмансене упрас, наци проекчĕ «Экологи» пурнăҫа хăватлăх кĕрсе пырать. Шыв тасатмалли объектсене тĕпрен ҫĕнетсе пырасси те курăмлă пурнăҫланать. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫсем аван пулса пыраҫҫĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе те сахал мар мероприятисем йĕркеленеҫҫĕ, объектсенче пурлăхпа техника бази пуянланса пырать. Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики палăртнă кăтартусемпе тĕслĕх вырăнĕнче те ĕҫлесе пыни ҫакнах ҫирĕплетет. Экологи рейтингĕнче республика хисеплĕ вырăнта.  Шанатпăр, пирĕн тăван ен, тăван тăрăх ӳлĕмрен те таса, пурăнма условисем лайăх йĕркеленсе пырассине те ĕненсех тăратпăр.

«АСИ хатĕрленĕ рейтинг эпир тĕрĕс ҫул-йĕрпе пынине кăтартса парать.  Бюджет кăна мĕнпур ыйтăва татса памасть, хамăрăн та тăрăшсах ĕҫлемелле. Тăван тавралăха хисеплемелле.  Комплекслă ыйтусене татса памалли механизмсене тупса палăртассипе те ҫивĕч ĕҫлесе пыма пĕлмелле.  Халăха социаллă пулăшу пама хăтлă условисем йĕркелесси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫынсене кулленех витĕм кӳме тăрăшмалла, май килнĕ таран пулăшу пама пĕлмелле», – палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.   

Ҫитес ҫулта пирĕн республикăра тата тепĕр пысăк проект пурнăҫа кĕме пуҫлĕ.  Наци проекчĕсемпе те сахал мар объектсене хăпартса лартма тĕллев лартнă.  Калăпăр, Ҫĕмĕрле хулинче халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центра тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.  2022 ҫулта сахал тупăшлă ҫемьесене тĕрев парассипе те сахал мар республика хыснинче укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă ертӳҫĕсем. Харпăр хăй ĕҫне пуҫарса яракансене валли те патшалăх енчен пулăшу пулĕ.

«Социаллă контракт программăна тĕпе хурса, регионта пурăнакансенчен 1200 ҫын предприниматель пулма кăмăл тунă.  Апла пулсан, кашни вуннăмĕш ҫын харпăр хăй ĕҫне йĕркелесе пыма кăмăл тăвать», – сăмаха малалла тăснă Алена Елизарова.

Ҫитес ҫулхи тĕллевсем пысăк. Ялсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмне вăй илтерсе пырас ыйту та малти вырăна тухать.  Объектсене тĕпрен модернизацилеме сахал мар укҫа-тенкĕ палăртса хăварнă. Виҫĕ ҫул валли республика бюджетĕнче  2 414, 7 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран 2022 ҫулта 815,3 млн пăхса хăварнă республика хыснинче.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш вулавĕнче палăртнă проекта ырланă.

 



17 декабря 2021
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter