«Ачасен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланччӑр тесе тăрăшăпăр эпир», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Ачасен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланччӑр тесе  тăрăшăпăр эпир»,  - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ҫĕнĕ ҫула халалласа ачасене валли савăнăҫлă мероприяти иртнĕ. "Хрустальный башмачок" юмаха курма республикăри районсемпе хуласенчен 500 ытла  ача хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе килсе ҫитнĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă.  

«Эсир яланах ĕмĕтленĕр, ĕмĕтленни пурнăҫа кĕрет.  Малаллах ăнтăлăр.  Эпир, хамăр енчен сире валли мĕн кирлине май килнĕ таран пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр», - тесе каланă Олег Николаев.

Регионта йывăр лару-тăрăва лекнисем патне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварнă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем умĕн, ачасен хĕллехи канăвĕ усăллă ирттĕр тесе, Чăваш Республикин Ĕҫпе  социаллă хӳтлĕх министерстви 70 ытла мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.  Вĕсене ытларах нумай ачаллă ҫемйесенче ҫитĕнекенсем, сахал тупăшлă ҫемйесенче ӳсекенсем хутшăнĕҫ. Пиллĕк пин ытла ача хăйсен кăмăлне тултарассине те ĕненетпĕр.

Вырăс драма театрĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче  пулакан мероприятисене 1400 ытла ачана явăҫтарма плана кĕртнĕ, вĕсене валли сахал мар пылак ҫимĕҫ хатĕрленĕ, 8,9 пин шăпăрлан хăйсен кăмăлне тултарĕҫ.  

Уяв мероприятийĕсене хутшăнма кăмăл тăвакансен  шучĕ те сахал мар, ырă кăмăллăх акцине хутшăнма  вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ. Ачасене вĕсем тĕрлĕ пылак ҫимĕҫ, парнесем парса кăмăлне ҫемҫетеҫҫĕ, уява хаваслăрах ирттерме витĕм кӳреҫҫĕ.   «Ĕмĕт чăрăшĕ» ҫĕнĕ ҫул умĕн иртекен акцине тĕпе хурса 200 ытла ачан ĕмĕчĕ пурнăҫланасси те куҫ кĕретех.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан акцине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, Роман Кожевниковăн ĕмĕтне пурнăҫланă.  



20 декабря 2021
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter