«Ҫак эрне хушшинче палăртнă хушма укҫа-тенкӗне вăхăтра илсе ҫитермелле», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Ен Правительстви хушма укҫа-тенкĕ уйăрасси пирки йышăнăва тунă.  Пулăшăва бюджет сферинче тăрăшакансене шалу укҫипе тивĕҫтерме куҫарĕҫ.  Кунсăр пуҫне вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланĕҫ укҫапа. Социаллă сферăна, вĕрентӳпе культурăна, спорт тата АПК ыйтăвĕсене те татса пама укҫа тăкакланасси паллă, кăвак ҫулăмпа усă курнăшăн хăш-пĕр объектсенче парăмсем пуҫтарăннă, вĕсене те саплаштарма тĕллев лартнă. Ача сачĕн икĕ ҫурчĕн строительство ĕҫне вĕҫлесси те ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăрать, апла пулсан ку тĕлĕшпе те укҫа куҫарма плана кĕртсе хăварнă.  

«Ҫак эрне хушшинче мĕнпур ыйтăва туллин пурнăҫа кĕртмелле. Палăртса хунă мероприятисене вĕҫне-хĕрне ҫитерес ыйту та кун йĕркинчех.  Йышăнăва тунă чухне, укҫа-тенкĕ уйăрасси ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хунă.  Тепĕр тесен, асăннă пулăшăва вăхăтра куҫарса парасси те тĕп вырăнта.  Пурне те ыйтусемпе тимлĕ ĕҫлеме ыйтатăп, палăртса хунă ĕҫсене вăхăтра пурнăҫа кĕртме чĕнсе калатăп», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, паян Правительство ҫуртĕнче ĕҫлĕ планерка ирттернĕ май.     

Раҫҫей Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Ен  бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен шалу укҫине саплаштарма укҫа-тенкĕ куҫарнă, вĕсене халăх патне кĕске вăхăт хушшинче тĕллевлĕн илсе ҫитермеллине палăртса хăварнă.   

Влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ҫитес ҫул валли пăхса хăварнă бюджета пурнăҫлассипе хастар ĕҫе кӳлĕнмеллине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен, мĕнпур палăртса хунă килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетмелле.  Федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе пĕрле федераци хыснине пурнăҫлассишĕн тухăҫлă ĕҫлеме пикенмелле.  2022 ҫулăн Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăҫлама ятарлă йĕркесем те пăхса хăварнă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн 305,2 млн тенкĕ дотаци мелĕпе куҫарма йышăннине хыпарланă. Укҫа-тенкĕ уйрăм категорири граждансене бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене валли тăкакланĕ.     Сăмах май, Михаил Ноздряков хăш-пĕр ҫул-йĕрсемпе укҫа-тенкĕне Чăваш Республикин резерв фондĕнчен те тăкаклама плана кĕртнине  пĕлтернĕ.     

 

 



20 декабря 2021
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter