Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ апат-ҫимӗҫ таварĕсен хакӗсен ӳсӗмне чарса тӑмалли майсене палӑртнă

Олег Николаев хаксене шайлаштарассипе ахаль кăна комплекслă мероприятисене пăхса хăвармалла мар, вĕсене чăнласах та кирлĕ пек тытса тăма патшалăх политикине йĕркелесе пыма кирлине чĕнсе каланă. Чару кăна йышăнни, тухăҫлăха витĕм кӳмест тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Хăш-пĕр енсемпе ятарлă институт пуҫарса ярсан та вырăнлă пулассине асăннă вăл. Кун пек пулсан, вĕсем потребительсен рынокне хăйсен условийĕсене те тăратма пултарайраҫҫĕ.
«Эпир ку тĕлĕшпе пысăк ĕҫ опычĕ пухрăмăр. Калас пулсан, «Чувашхлебопродукт» АО урлă ҫăкăр пĕҫерессипе тимлекен предприятисене ҫăнăха кирлĕ пек хаксемпе тивĕҫтерме тăрăшатпăр. Ял хуҫалăх тытăмĕнчи пĕчĕк формăллă хуҫалăхсене таварĕсене рынока тăратма витĕм кӳретпĕр. Пасарсен шутне ӳстернĕ. Чылай таварсене пĕрлехи брендпа тирпейлесе кăларас ыйтăва та малти вырăна кăларса тăратнă. Чăваш Республикин Апат-ҫимĕҫ суту-илӳ фончĕн территорийĕнче агромаркет пурнăҫа кĕртме тытăннă. Вăл вара шăпах та, пĕчĕк формăллă хуҫалăхсене малалла ăнтăлма витĕм кӳрекен институт та пулса тăрĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра.
Вице-премьер – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче, республикăра хаксем ан ӳсччĕр тесе, кулленех ятарлă мониторинг туса тăнине пĕлтернĕ. Уйрăмах апат-ҫимĕҫ хакĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă вăл. Енчен те йĕрке пăснисене тупса палăртсан, Раҫҫей УФАСне тата Чăваш Республикин Прокуратурине ĕҫ хучĕсене тăратнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Калăпăр, ҫăмарта, чăх-чĕп какайĕ, хăяр, помидор, ҫĕр улми, купăста, кишĕр, ҫăкăр хакĕсем ӳсни пирки час-часах ҫăхавсем пулнине палăртнă вăл.
Хамăрăн тăрăхра калăпланса тухакан таварсене халăх патне илсе ҫитерес тесе «Магнит» суту-илӳ сечĕпе ятарлă килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă Чăваш Ен вице-премьерĕ.
Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче пирĕн республикăра ыттисемпе танлаштарсан, апат-ҫимĕҫ хакĕсем пысăк марри сисĕнет.