Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хăрушсăрлăх органĕсен ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хăрушсăрлăх органĕсен хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир патшалăхăн стратеги пĕлтерĕшлĕ интересĕсене, граждансен Конституцире ҫирĕплетнĕ прависене тата ирĕкĕсене хӳтĕлессипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тивĕҫе пурнăҫлатăр. Сирĕн ĕҫ Чăваш Республикинчи тăнăҫлăха упрама, регионăн ăнăҫлă аталанăвне йĕркелеме, ҫынсен пурнăҫне лайăхлатма питĕ кирлĕ.

Хăрушсăрлăх органĕсенчи ĕҫ - ҫирĕп кăмăллă, хастар тата хăюллă ҫынсем валли. Тивĕҫе парăнни, тӳсĕмлĕх, яваплăха туйни, йĕркесĕрлĕхпе килĕшменни, хăюллă йышăнусем тума пултарни хăрушсăрлăх органĕсен ĕҫченĕсемшĕн тĕп пахалăхсем пулса тăраҫҫĕ. Палăртнă тĕллевсене пысăк шайра пурнăҫласа пынă май эсир ҫынсене саккун хӳтĕлессине, ăна пăсакансене явап тыттарассине шанма май паратăр.

Хăйсен пурнăҫне Тăван ҫĕршыва чунтан юратса служба тивĕҫĕсене пурнăҫлассине халалланă хисеплĕ ветерансене уйрăммăн саламласа тав тăватăп. Пурне те сывлăх, телей, ырлăх, Тăван ҫĕршыва халалланă ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                              Олег Николаев



20 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter