Хаксем ӳснĕ
Кăçал вĕренекенсем канма яланхилле уйăх вĕçĕнче мар, кăшт маларах каяççĕ. Çитес тунтикунтан, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнчен, Чăваш Республикинче хĕллехи каникул пуçланать. Кун пирки паян влаçра тăрăшакансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Каникула иртерех кайнин сăлтавĕ – чир-чĕр. Чăваш Енри пĕр шкул тата 51 класс кăшăллă вирус тата 90 класс грипп алхаснипе карантинра. Канăва иртерех ямаллин сăлтавĕ çакăнта. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – хаксем ӳсни. Вĕсем республикăра кăна мар, çĕршывĕпех хăпараççĕ. Чăваш Енре хаксем 8 процента яхăн ӳснĕ. Ытларах кӳрсе килекен таварсем хакланнă. Çапах та регионта кăларакан апат-çимĕç хакĕ те ӳснине палăртмалла. ДМИТРИЙ КРАСНОВ: «Куллен кирлĕ çимĕçсем чылай хакланнине палăртатпăр. Купăста – икĕ хут, кишĕр, çĕр улми, сухан хакĕсем 40 процент ӳснĕ. Аш-какай та хакланнă. Сăмахран, чăх какайĕн хакĕ ӳснĕ. Ку комбикорм 25 процент хакланнипе çыхăннă». Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем ӳсни, кĕркунне тухăç сахал пухса илни тата ытти сăлтав хака хăпартаççĕ. Ӳсĕме чарас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç пурнăçланать. Тĕслĕхрен, çăкăр-булкăна илме май пултăр тесе çăнăх авăртакансене хыснаран хушма тĕрев пачĕç.